Министр ӑнӑҫу сунчӗ

Категория: Общество Опубликовано: 22.05.2026, 10:54 Просмотров: 303

Муркаш округӗнче ҫурхи ӗҫсем анлӑ сарӑлнӑ. Тунтикун вӑл мӗнле пынипе Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – ял хуҫалӑх министрӗ Андрей Макушев тата округ пуҫлӑхӗ Александр Иванов паллашрӗҫ. Вӗсем «Куснар» агрофирмӑна тата Суворов ячӗпе хисепленекен хуҫалӑха ҫитсе курчӗҫ.

«Куснар» агрофирмӑн ӗҫ тӑвакан директорӗ Михаил Михеев каланӑ тӑрӑх, ҫурхи тырӑпа пӑрҫа йышши культурӑсене кӑҫал 634 гектар лаптӑк ҫине акӗҫ. Тунтикуна 400 гектар урпа тата 32 гектар ҫурхи тулӑ акса хӑварнӑ ӗнтӗ. Суворов ячӗпе хисепленекен хуҫалӑхра та ӗҫ вӗресе тӑрать: уйра тӑватӑ сеялкӑпа акаҫҫӗ. Кунта пурӗ 1300 гектар урпа, 300 гектар кукуруза тата 100 гектар люцерна акма палӑртаҫҫӗ. Хуҫалӑх ертӳҫи Алексей Воробьев пӗр эрнере лартнӑ тӗллеве пурнӑҫлама май килессе шанать. Министрпа округ пуҫлӑхӗ Игорь Скворцовӑн хресчен (фермер) хуҫалӑхӗнче те пулчӗҫ. Округ пуҫлӑхӗ Александр Иванов каланӑ тӑрӑх, кӑҫал округри ҫурхи ака 12185 гектар лаптӑк ҫинче иртӗ. Вӗсенчен ҫурхи тырӑпа пӑрҫа йышши культурӑсем 9120 гектар йышӑнӗҫ. «Раҫҫей ялӗ» парти проекчӗн регионти координаторӗ Андрей Макушев округри тыр-пул ӑстисене ҫурхи акана ӑнӑҫлӑ та пахалӑхлӑ ирттерме сунчӗ. Аграрисене пулӑшни тата ял территорийӗсене аталантарни – апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне ҫирӗплетме тата пурнӑҫ пахалӑхне ӳстерме май парать. Кусем «Раҫ .ей ялӗ» парти проекчӗн тӗп тӗллевӗсем пулнине палӑртрӗ министр.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6