Волейбол турнирĕ иртет

Категория: Общество Опубликовано: 15.05.2026, 14:02 Просмотров: 439

Муниципалитет округĕнче спорт ăмăртăвĕсем малти вырăнта тăраççĕ. Унта тăтăшах тĕрлĕ ÿсĕмри спортсменсем активлă хутшăнаççĕ. Вĕсем хушшинче спорт лапамĕнче аслă ăрурисем вăй виçни уйрăмах интереслĕ. Спортăн ытти тĕсĕсемпе пĕрлех округра волейбол вăййи те унпа интересленекенсене хăй тавра тăтăшах йышлă пухать. Çакă аслă ÿсĕмрисем хушшинче волейболла выляссине активлăлатма, сывă пурнăç йĕркине çамрăксем хушшинче пропагандăлама, сывлăха çирĕплетессинче физкультура эффективлăхне ÿстерме пулăшать. Маларах каланине шута илсе тата хамăрăн паллă ентеше, истори наукисен докторне, профессора Николай Никольские халалласа çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче Сосновкăри тĕп пĕлÿ паракан шкулăн шутланнă спорт залĕнче 60 çултан аслăрах арçынсен командисем хушшинче волейбол ăмăртăвĕ иртет. Регистраци ĕçĕсем ирттернĕ хыççăн вăл 10 сехетре пуçланать. Ăмăртăва Шупашкар хулинчи тата Муркаш муниципалитет округĕн территори пайĕсен командисем хутшăнаççĕ. Командăра 9 çын пулмалла: 8 вăйăçă тата пĕр представитель. Командăна 55 çулхи е аслăрах ÿсĕмри 1-2 хĕрарăма кĕртме юрать. Çĕнтерÿçĕ командăсене дипломсемпе тата кубоксемпе чыслĕç. «Чи лайăх тапăнса вылякан», «Чи лайăх хÿтĕлевçĕ», «Чи лайăх çыхăнуçă» ята тивĕçнисем Хисеп грамотисемпе призсене тивĕçĕç. Командăсене ăмăртăва вăхăтра илсе çитерессишĕн вĕсен организацийĕсем яваплă пулаççĕ. Çĕнтерÿçĕсене наградăлассишĕн муниципалитет округĕн вĕренÿ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт пайĕ яваплă. Ăмăртăва хутшăнма кăмăл тăвакансен заявкăсене çу уйăхĕн 17, 18-мĕшĕсенче Георгий Егорович Лукин ячĕпе тăратмалла.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6