Пирĕн округ республикăшăн кирек хăш ĕçре те ырă тĕслĕх пулнине «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикин аталанăвĕнчен те курма пулать. Асăннă коллективăн кашни цехне кĕмессерен çын ĕçпе илемлĕ текен чăнлăха тата ĕçченсем малашлăха пăхса вăй хунине асăрхатăн. Технологи çĕнĕлĕхĕсене алла илсе паян чăх-чĕп отрасльне малта пыракан çулпа аталантарса пыраççĕ вĕсем.
– Çĕршывра пурăнакансем чăх-чĕп продукцине ытларах ыйтма пуçланăран хамăрăн производствăна ÿстерме пирĕн пур майпа та çителĕклĕ усă курмалла. Фабрика ертÿçисем çак çулпа ертсе пынăран пирĕн паян тăрăшарах ĕçлеме тивет. Çапла вара пĕр тĕллевлĕ пулса аслă ăрурисен ырă пуçарăвне малалла аталантарма тăрăшатпăр, – теççĕ чăх-чĕп пăхас ĕçре ÿсĕмлĕ вăй хуракан операторсем Мая Егоровăпа Инна Семенова (сăн ÿкерчĕкре сулахайран сылтăмалла). Тăрăшуллă ĕçĕпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансен пĕлтĕрхи экономика ăмăртăвне пĕтĕмлетнĕ канашлăвĕнче Мая Александровна муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Тав çырăвне тивĕçрĕ. Унăн юлташне Инна Витальевнăна вара тăрăшуллă ĕçĕшĕн «2025 çулхи чи лайăх чăх-чĕп пăхакан» дипломпа чысларĕç. Фабрика ÿсĕм çулĕпе утни муниципалитет округĕнче пурăнакансене савăнтарать кăна. Тăван округа та аталану çулĕпе малалла ĕçлеме пулăшать.
Август 2026 |
