Çĕнтерĕве вăл Германире кĕтсе илнĕ

Категория: Общество Опубликовано: 15.05.2026, 10:45 Просмотров: 437

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче 1943 çулта апрелĕн 13-мĕшĕнче Степной çар округĕ, июлĕн 9 -мĕшĕнче Степной фронт туса хунă. Резерври çак фронт 1943 çулхи октябрь уйăхĕччен тăшмана хирĕç тăнă. Иван Конев генерал-полковник ертсе пынипе оперативлă стратегиллĕ пĕрлешÿ Курск çапăçăвне, Белгородпа Харьков операцине, Днепршăн пынă çапăçăва хутшăннă. Октябрĕн 20-мĕшĕнче Степной фронтран 2-мĕш Украина фрончĕ туса хунă, ăна малашне те Иван Конев генерал-полковник ертсе пынă. Аслă командовани çар операцийĕсене каçхине кăна тума хушу кăларнă. Командовани пункчĕ Горияново районĕнче тăнă. Степной фронта сăн ÿкерчĕкри Григорий Ефимович Шишкин кĕçĕн лейтенант та хутшăннă. Вăл Юнкă тăрăхĕнчен. Çапăçусенче хăюллăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, медальсемпе наградăланă. Уншăн вăрçă 1942 çулта декабрĕн 24-мĕшĕнче пуçланнă, малтанах вăл стрелоксен 173 полкне лекнĕ. Харьков хулишĕн пынă çапăçура ăна тăшман пульли амантнă, Орск хулинче эвакогоспитальте сипленнĕ. 1944 çулта вăл Бердичевскри пехота училищинче вĕреннĕ, унтан кĕçĕн лейтенант званийĕпе тухнă. Çĕнтерĕве вăл Германире кĕтсе илнĕ. Резерври офицер Германире тепĕр çулхи январь уйăхĕччен пулнă. Тăван тăрăха таврăнсан Григорий Шишкин вырăнти хуçалăхра ĕçленĕ. 1949 çулта Анфисăпа çемье çавăрнă.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6