Сăн ÿкерчĕкри Семен Иванович Трофимов Мулкачкасси ялĕнче çуралнă. Ялти шкулта 4 класс вĕренсе пĕтерсен ача Каршлăхри хресчен çамрăкĕсен шкулне вĕренме кайнă. 1928 çулта Сĕнтĕрвăрри районĕнчи землеустроительсен техникумĕнчен техник-землеустроитель специальноçне алла илсе тухнă та Чăваш АССРĕн Наркомземĕнче техник-тахографра ĕçленĕ вăл. 1938 çулта ăна, пысăк ăсталăхпа палăрма ĕлкĕрнĕ çамрăка, Чăваш АССР Совнаркомĕн постановленийĕпе килĕшÿллĕн СССР НКВДăн Куйбышеври гидроузел строительствине ĕçлеме янă. Анчах та мирлĕ ĕç вăрçă хирне куçнă.
– 1942 çулта майăн 15-мĕшĕнче фронта кайма манăн та ят тухрĕ. Сĕнтĕр çар комиссариачĕ повестка пачĕ. Ун чухне каяс килет е килмест текен ыйту тăман. «Çĕршыв чĕнет! Малалла!» Çакăн пек чĕнĕве кашни ăнланнă – арçынĕ те, хĕрарăмĕ те. Фронт тăшмана аркатнă, тыл пулăшса тăнă. Вăл вăхăтра çут тĕнчере манăн атте çукчĕ ĕнтĕ, 1932 çулта вилчĕ вăл. Юрать-ха аннен кун-çулĕ кĕске пулмарĕ. Анне мана вăрçа ăсатса ячĕ, кутамккана çул çинче çимелĕх хурса пачĕ. Унпа сывпуллашни манăн куç умĕнчен каймарĕ, уйрăмах инçетре тăван кил аса килсех тăчĕ. Малтанах эпĕ Арзамасри пулеметпа миномет училищинче вĕрентĕм. Лейтенант званийĕпе фронта кĕтĕм, ун хыççăнхи çул Муром хулине пулчĕ. Чукун çулпа пыракан пуйăс кăстăрчăкĕ пĕр кĕвĕпе тăкăртаттарчĕ. Эпир, пурте пĕр тумлăскерсем, ял-хула çывăхĕпе иртсе кайнă чухне çынсене алă сулса хăвартăмăр. Чарăнусенче пуйăс хăшкăлтатăвĕ канса илчĕ, салтаксене ăсатма тухнисем куççулĕсене шăлаççĕ. Тутăрсемпе суллашни чылайччен куç умĕнчен каймарĕ, – çапла çырнă вăл 1955 çулти мартăн 7-мĕшĕнчи ал çырăвĕнче. Çитес çĕре çитнĕ вăл, Семен Ивановича Калинино фронтĕнче пулемет взвочĕн командирĕ пулма шаннă. «Декабрĕн 27-мĕшĕ. 1943 çул. Великие Луки хули патĕнче çапăçатпăр. Пуç çĕклеме те çук, хаяр çапăçу. Çапах тăшмана хирĕç талпăнатпăр, салтаксем сахалланса пыраççĕ, ураран ÿкеççĕ. Каялла çул çук, малалла та малалла», – вăрçа сăнарлани çапла.
Командира та тăшман пульли ураран ÿкернĕ, сулахай урине йывăр амантнă. Юрать-ха ăна çийĕнчех пулăшнă, çапăçу хирĕнчен илсе тухнă. Тепĕр çулхи июль уйăхĕччен Бугурусламри эвакогоспитальте сипленнĕ. Вăл хăйĕн суранĕсене пăхса фронта текех тухма пултарасса иккĕленнĕ те. Çапла, командирăн иккĕленĕвĕ чăна килнĕ. Йывăр сурана пула 1943 çулта ноябрĕн 25-мĕшĕнче ăна саппаса кăларнă. Çапăçусенче хăюлăх кăтартнăшăн лейтенанта медальсемпе наградăланă. Демобилизаци хыççăн вăл 1944 çулта Оринин шкулĕнче çар ĕçне ертсе пынă. Унта нумай ĕçлемен, хăй вĕреннĕ ĕçе таврăннă, тĕрлĕ вырăнта землеустроительте ĕçленĕ.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
