Апрель уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Раҫҫейре тирпей-илем кӗртмелли общество территорийӗсене суйлассипе ҫулсерен иртекен онлайн-сасӑлав пуҫланнӑ. Мероприятие «Пурнӑҫ валли инфраструктура» нацпроектӑн «Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн ирттереҫҫӗ. Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Пӗтӗм Раҫҫейри III «Пӗчӗк тӑван ҫӗршыв – Раҫҫей вӑйӗ» муниципаллӑ форумра сасӑлава старт панӑ.
Сасӑлава 14 ҫултан аслӑрах граждансем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Сасӑлав июнӗн 12-мӗшӗччен пырӗ. Кашни zagorodsreda.gosuslugi.ru платформӑра е «Госуслуги. Решаем вместе» мобильлӗ приложенире суйлама пултарать. Кашни ҫулах сасӑлав тапхӑрӗнче Раҫҫей ҫыннисене волонтерсем пулӑшаҫҫӗ, вӗсем ҫынсене информаци точкисенче, обществӑлла вырӑнсенче тата мероприятисенче консультаци параҫҫӗ. Вӗсем программӑн тӗллевӗсем тата сӗнекен объектсем ҫинчен каласа параҫҫӗ. Чӑваш Енри Муркаш муниципалитет округӗнчи Муркаш ялӗнчи Октябре 50 ҫул урамӗнчи спорт тата кану зонине тирпей-илем кӗртмелли икӗ дизайн-проектпа сасӑлав иртет. Сӑмах «Солнышко» ача сачӗ умӗнчи лаптӑк пирки пырать. Пӗрремӗш вариант – «Чӑваш Республикин Муркаш муниципалитет округӗнчи Муркаш ялӗн Октябре 50 ҫул урамӗнчи спортпа кану зонине тирпей-илем кӗртесси». Ку проекта волейбол, футбол тата баскетбол валли нумай функциллӗ спорт площадки йӗркелесси кӗрет. Çивитти айӗнче воркаут-зонӑпа тренажерсем, саксем, урнӑсем тата чуччу-перголсем пӑхса хӑварнӑ. Ҫавӑн пекех парковка вырӑнӗсем пулаҫҫӗ, каҫхине усӑ курма ҫутӑ кӗртӗҫ. Иккӗмӗш вариант – «Чӑваш Республикин Муркаш муниципалитет округӗнчи Муркаш ялӗн Октябре 50 ҫул урамӗнчи спорт зонине тирпей-илем кӗртесси».
Август 2026 |
