Палӑк умне чечексем хучӗҫ

Категория: Общество Опубликовано: 15.05.2026, 09:50 Просмотров: 450

Май уйӑхӗн 9-мӗшӗ – аслӑ уяв – Ҫӗнтерӳ кунӗ. Муркаш ялӗнчи Ҫӗнтерӳ паркӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ салтаксене асӑнса лартнӑ палӑк умне чечексем хучӗҫ.

Чечексем хума округ депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗсем, предприятисен, учрежденисемпе организацисен, общество организацийӗсемпе политика партийӗсен ертӳҫисемпе представителӗсем хутшӑнчӗҫ. Иртенпех Муркаш ялӗн варринче ҫар юррисем янӑраҫҫӗ. Чӑваш Республикин территорийӗнче чрезвычайлӑ лару-тӑру режимне кӗртнӗрен паркри площадьре унчченхи ҫулхисенчи пек йышлӑ мар. Анчах Муркаш округӗнче пурӑнакансем Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунне тулли мӑнаҫлӑхпа кӗтсе илчӗҫ. Палӑк умне гирлянда хунӑ хыҫҫӑн округ пуҫлӑхӗ Александр Иванов, округ депутачӗсен Пухӑвӗн председателӗ Александр Давыдов, Муркаш тата Элӗк районӗсен ҫар комиссарӗ Евгений Степанов тата СВО ветеранӗсем чечексем хучӗҫ. Пухӑннисем те пурте пӗрин хыҫҫӑн тепри чӗрӗ чечексем хучӗҫ, пуҫ тайрӗҫ. Шел те, ҫулсем иртнӗҫемӗн пирӗн пурнӑҫа хӳтӗленисем сахаллансах пыраҫҫӗ. Паян Ҫӗнтерӳ кунне пирӗнпе пӗрле 1 вӑрҫӑ ветеранӗ – Муркаш ялӗнче пурӑнакан 100 ҫулхи Николай Гаврилович Алексеев, 28 салтак арӑмӗ тата 62 тыл ӗҫченӗ кӗтсе илеҫҫӗ. Эпир паян фронтовиксем, тыл ӗҫченӗсем, салтак арӑмӗсемпе вӑрҫӑ ачисем умӗнчепуҫ таятпӑр! Вӗсен вилӗмсӗр паттӑрлӑхӗ яланлӑхах пирӗн асра юлӗ. Эпир вӗсене ҫапӑҫури тата ӗҫри паттӑрлӑхшӑн чун-чӗререн тав тӑватпӑр.Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче пур халӑх та паттӑррӑн ҫапӑҫнӑ. Шел те, паян каллех неонацизм пуҫне ҫӗклет. «Фашизма аркатса пулас ӑрусемшӗн мирлӗ пурнӑҫа упраса хӑварнисен паттӑрлӑхӗ пирӗн чӗресенче ӗмӗрлӗхе упранӗ. Вӗсен виҫесӗр паттӑрлӑхне асӑнса эпир пуҫ таятпӑр, тав тӑватпӑр – чӑтнӑшӑн, тӳснӗшӗн, ҫӗнтернӗшӗн. Пире пурнӑҫ, ирӗклӗх тата тӑнӑҫлӑх парнеленӗшӗнпысӑк тав», – палӑртрӗ муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Александр Иванов. Муркаш тата Элӗк районӗсен ҫар комиссарӗ Евгений Степанов палӑртнӑ тӑрӑх, мирлӗ тӳпене паян та тӑшман атакисем хуплаҫҫӗ. Пирӗн салтаксемсем Тӑван ҫӗршывӑн ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхне хӳтӗлесе паттӑррӑн ҫапӑҫаҫҫӗ. Ҫухатусӑр мар. Пурте пуҫ хунӑ салтаксене, концлагерьсенче асапланса вилнисене тата вӑрҫӑ хыҫҫӑн вилнӗ салтаксене, неонацизмпа тата неофашизмпа кӗрешсе хӑйсен пурнӑҫне панисене асӑнса пӗр минут шӑп тӑчӗҫ. Малтанхи кун округри мӗнпур территори пайӗсенче пуҫ хунӑ салтаксене асӑнса лартнӑ палӑкӗсем умне чечексем хучӗҫ.

Надежда Суворова сӑн ӳкерчӗкӗсем.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6