Çапла калать икĕ ача амăшĕ Олимпиада Сурикова. Ача-пăча ÿссе пурнăç çулĕ çине тухсан вара вĕсемпе пĕр килте пухăнасси тăтăшах пулаймасть. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕшĕн çемье пĕрле пухăнни нимрен те паха.
Çак сăн ÿкерчĕкре Çатракасси территори пайĕнчи Олимпиадăпа Юрий Суриковсен çемйине куратăр. Олимпиада Михайловна «Березка» ача садĕнче воспитательте ĕçлет. Ĕç стажне 34 çула çитернĕ. Тĕп ĕçсĕр пуçне хăйне валли чун киленĕçĕ тупать. Вăл сăвă йĕркисем шăрçалама ăста. Çавăн пекех «Ăраскал» юрăпа ташă ансамбльне çÿрет. Обществăлла ытти ĕçре те хастар вăл. Çемье пуçĕ Юрий Виссарионович 20 çул ытла ПМКра сварщикра тăрăшнă. Халĕ вăл Муркаш больницинче водительте 11 çул ĕçлет. Çемьери ачасем ÿссе çитĕннĕ ĕнтĕ. Асли – Сергей, Шупашкарта сервисра автомеханикра ĕçлет. Иккĕмĕш ывăлĕ – Димитрий. Вăл халăх сывлăхĕшĕн тăрăшма ĕмĕтленет. Чăваш патшалăх университетĕнче 4 курсра вĕренет. Çемьери икĕ ывăл та çар службинче пулнă, Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ. Сергей – çар ĕçĕн ветеранĕ. Вăл контракт йĕркипе ятарлă çар операцине хутшăннă. Сергей çемьеленме хатĕленет. Унпа пĕрле пурнăç çулĕпе утас Мария Витальевна Ф. Васильев ячĕллĕ искусство шкулĕнче хореографра ĕçлет. Çавăн пекех Москакассинчи «Шуçăм» ансамблĕн балетмейстерĕ, халăх ташшисен тĕслĕхри «Калинка» ансамбльне, «Прорыв» хореографи ансамбльне ертсе пырать. Халĕ вăл Тольяттинчи патшалăх университетĕнче психолог дипломне алла илме хатĕрленет. Сăн ÿкерчĕкре çавăн пекех аслă çулхи çынна – Галина Верендеевăна куратăр. Халĕ вăл 86 çулта. Олимпиада Михайловна хăйĕн амăшне пурнăç çулĕ çине кăларнăшăн, пулăшса тата вĕрентсе пынăшăн тав тăвать. Çемье пĕр шухăшлă пулсан кăна тĕреклĕ.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
