Кӑҫал республикӑри шкулсене вунпӗрмӗш класра вӗренекен 5 пине яхӑн ача тата тӑххӑрмӗш класра вӗренекен 15,3 пин ача вӗҫлеҫҫӗ. Патшалӑхӑн пӗтӗмлетӳ аттестацийӗ (ГИА) общество тӗрӗслевӗн механизмӗнчи ҫӗнӗлӗхсене шута илсе тата паянхи хӑрушсӑрлӑх требованийӗсене вӑйлатнипе иртӗ.
«Муниципалитетсен хатӗрленӳ тапхӑрӗнче экзаменсем ирттермелли пур енсене те тӗплӗн тишкермелле – пунктсене тивӗҫтерессинчен пуҫласа штатра тӑман лару-тӑру ӗҫӗсем таранах. Вӗренӳ министерстви контролер пулса тӑрать, кирлӗ пулсан – оперативлӑ мерӑсем йышӑнать», – тӗллевсем лартнӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. Экзаменсем ирттерме шкулсен никӗсӗ ҫинче 36 пункт тата килте 4 пункт йӗркеленӗ. ЕГЭн тӗп тапхӑрӗ июнь уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланать – историпе, литературӑпа тата химипе экзаменсем иртӗҫ. Республикӑра экзаменсене хутшӑнакансен прависене хӳтӗлеме апелляци комиссийӗ йӗркеленӗ. Иккӗмӗш ҫул сӑнава ашшӗ-амӑш общественноҫӗн представителӗсене явӑҫтарӗҫ. 2026 ҫулхи ҫӗнӗлӗх: йӗркене пӑсни пирки обществӑлла сӑнавӑн онлайн-сервисӗ урлӑ пӗлтерме май пурри. Пур пунктра та QR-кодлӑ плакатсем вырнаҫтарӗҫ, вӗсем тӑрӑх хутшӑнакансем Рособрнадзора «Госуслуги» портал урлӑ тӳрремӗнех пӗлтерме пултарӗҫ. Хӑрушсӑрлӑха уйрӑм тимлӗх уйӑрнӑ. Апрель уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пур шкулта та чрезвычайлӑ лару-тӑру вӑхӑтӗнче ӗҫлес енӗпе пӗтӗм Раҫҫейри тренировкӑсем иртнӗ. Ракета хӑрушлӑхӗ е БПЛА атаки вӑхӑтӗнче тумалли ӗҫсен алгоритмне туса хатӗрленӗ. Ӑна хальхи вӑхӑтра Чӑваш Ен МЧСӗ тишкерет. Кашни пунктра хӳтлӗх вырӑнӗсем, вӗсенче куҫмалли схемӑсем, указательсем хатӗрлеҫҫӗ. Хӑрушсӑрлӑха Чӑваш Республикинчи МВД ӗҫченӗсем тивӗҫтерӗҫ. Медицина ӗҫченӗсен дежурствине те йӗркелеҫҫӗ. 9-мӗш тата 11-мӗш классенче вӗренекенсем ОГЭ тата ЕГЭ процедурисемпе паллашнӑ. Уйрӑм дисциплинӑсемпе тренировка экзаменӗсене вунпӗрмӗш класра вӗренекен 4,5 пин ытла ача тата тӑххӑрмӗш класра вӗренекен 14,5 пин ача панӑ. Май уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 36 площадкӑра – оборудование, работниксен ӗҫӗсене тата видеосӑнав тытӑмне тӗрӗслеме – тренировка экзаменӗ иртнӗ. Май уйӑхӗн 15-мӗшӗнче республикӑра ашшӗ-амӑшӗн онлайн-пухӑвӗ пулать, унта ҫав шутра вӗренекенсене психологипе педагогика пулӑшӑвӗ парасси пирки те пӗлтерӗҫ. Экзаменсен тапхӑрӗнче выпускниксене Психологи тӗлӗшӗнчен пулӑшмашкӑн хӗрӳ лини йӗркелеме палӑртнӑ. Чӑваш Республикин вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров палӑртнӑ тӑрӑх, физикӑна тата естествӑлла наука ярӑмӗнчи ытти предмета сарас ӗҫ хӑйӗн результатне кӳрет. Юлашки ҫулсенче аттестаци валли математикӑпа естествӑлла наука предмечӗсене Суйласа илекен выпускниксем йышлансах пыраҫҫӗ. 2026 ҫулта Чӑваш Ен ҫак дисциплинӑсемпе ЕГЭ тата ОГЭ пама палӑртакан вӗренекенсен йышӗпе 4-мӗш вырӑна тухрӗ.
Август 2026 |
