Çуртрисене акма тухрĕç

Категория: Общество Опубликовано: 15.05.2026, 09:35 Просмотров: 444

Муркаш округĕнчи ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче çурхи ĕç пырать. Округ администрацийĕн ял хуçалăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çак вăхăт тĕлне пĕрчĕллĕ культурăсене 200 га яхăн акнă. Хальлĕхе акана «Куснар» агрофирма кăна тухнă.

Ытти хуçалăхсем çанталăк уяртасса кĕтеççĕ, вĕсем çĕр хатĕрлессипе, уй-хире апатлантарассипе ĕçлеççĕ. Çак вăхăт тĕлне нумай çул ÿсекен курăксене 1350 га ытла апатлантарнă, 3400 га яхăн сÿреленĕ. Кĕрхи культурăсен лаптăкĕсенче те ĕçсем пыраççĕ. Округри хуçалăхсем кăçалхи çур акие тĕплĕн хатĕрленнĕ. Акмалли вăрлăх йăлтах кондициллĕ. 94 тонна элита вăрлăх, 1336 тонна удобрени туяннă. Сăн ÿкерчĕкре «Куснар» агрофирма тырă акма тухнине куратăр. Иртнĕ çул хуçалăх тыр-пул акмалли 8 метр сарлакăш илекен HORSCH комплекс туяннăччĕ. Хуçалăхри тĕп агроном Инна Егорова каланă тăрăх, çав комплекспа Роман Владимиров механизатор тырă акать. Вăл маларахри çулсенче вырăнти хуçалăхра водительте ĕçленĕ. Кайран тракторпа ĕçлеме вĕреннĕ. 2020 çултанпа вара вăл алăра тракторпа комбайн рульне çирĕппĕн тытать. Тĕп агроном Инна Егорова хуçалăхри уй-хир ĕçĕпе кăмăллă. «Хальлĕхе çур аки малтанхи гектарсем çинче кăна пырать. Паянхи куна уйра виçĕ сеялка акать, вăл шутра – çĕнĕ комплекс, икĕ СЗ – 5,4 трактор. Çак вăхăта 40 га майлă тулă, 100 га урпа акнă. Акмалли кондициллĕ вăрлăх, сĕрмелли-çунтармалли материал, удобрени çителĕклĕ хатĕрлерĕмĕр. Ĕçлекенсене вĕри апат-çимĕçпе тивĕçтеретпĕр», –терĕвăл ытларикун ĕçпе паллаштарса.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6