Тавралӑха упрамалла

Категория: Общество Опубликовано: 15.05.2026, 09:28 Просмотров: 461

Округ администрацийӗнче «Экологи» наци проектне тата «Таса ҫӗршыв», «Симӗс ҫӗршыв» парти пуҫарӑвӗсене юлашки 5 ҫулта пурнӑҫланӑ пирки канашлу иртрӗ. Докладпа Чӑваш Республикин ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ Эмир Бедертдинов тухса калаҫрӗ.

Министр пурнӑҫ шайӗ ӳссе пынине, тӗп тӗллев – тавралӑха япӑх витӗм кӳрес маррине палӑртрӗ. Республикӑра таса сывлӑшлӑ экологи тӗлӗшӗнчен таса регион йӗркелес ҫул ҫине тӑнӑ. Отчет тапхӑрӗнче чылай кӑтарту тунӑ:

Инфраструктура: контейнер площадкисен шучӗ 1,5 хут ӳснӗ, контейнерсен шучӗ – 2 хут.

Тирпейлесси: ҫапла тӗллев лартнӑ: 2030 ҫул тӗлне пӗтӗм ҫӳп-ҫапа сортламалла, тирпейлемелли пай вара

25 процентран кая мар пулмалла. 2 округра, ҫав шутра Муркашра та, ҫӳп-ҫап сортламалли комплекссем тӑваҫҫӗ. Вӗсене 2027 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне хута яма палӑртнӑ. Тасатмалли сооружениллӗ хальхи полигонӑн иккӗмӗш карттине проектлаҫҫӗ.

Вӑрман хуҫалӑхӗ: 8,4 пин гектар вӑрмана ҫӗнетнӗ, пушарсен шучӗ чакнӑ.

Вӗренӳ: ҫамрӑксене экологи тӗлӗшӗнчен воспитани парасси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хушнипе хупӑ цикл экономики ҫине куҫассине уйрӑм тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Министр ҫавӑн пекех авторезинӑна утилизацилес ыйтусене (ыйту залран килчӗ) татса пама «Экология» НПОпа килӗштерсе ӗҫлесси пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ. Округ пуҫлӑхӗ Александр Иванов тунӑ ӗҫе пысӑка хурса хакларӗ, хупӑ цикл экономики ҫине малалла куҫмалли пирки каларӗ. «Симӗс ҫӗршыв» парти проекчӗн Общество палатин ертӳҫи Анжелика Гордеева та тухса калаҫрӗ. Тӗлпулӑва вӗҫленӗ май министр мӗнпур хутшӑнакана гражданла хастар позицишӗн тата пӗрле ӗҫленӗшӗн тав турӗ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин халӑх программине сӗнӳсем пухасси малалла пынине аса илтерчӗ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6