Май уявӗ эстафетӑна хутшӑнма тата плов тутанма йыхравларӗ

Категория: Общество Опубликовано: 08.05.2026, 14:13 Просмотров: 599

Май уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Муркаш округӗнче пурӑнакансем Ҫуркуннепе Ӗҫ уявне паллӑ тума пӗрле пухӑнчӗҫ. Кӑҫал уяв уйрӑмах асра юлмалла иртрӗ: вӑл йӑла-йӗркене, спорта тата ырӑ ӗҫсене пӗрлештерчӗ.

«Раҫҫейри спорт» патшалӑх программипе килӗшӳллӗн ҫуллахи спорт сезонне ҫӑмӑл атлетика эстафети уҫрӗ. Мероприяти Раҫҫей халӑхӗсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗн тата Чӑваш Енри халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗн паллипе иртрӗ. Пӗрлешӳ символӗ техӗмлӗ плов пулчӗ. Уява округ пуҫлӑхӗ Александр Иванов уҫрӗ. Уявӑн тӗп уйрӑмлӑхӗ, вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, паянхи уява хутшӑнакансене чӑн-чӑн плов та пӗрлештерӗ, вӑл халӑхсен туслӑхӗн символӗ пулса тӑчӗ. «Мӗнпур тупӑша СВО салтакӗсене пулӑшма ярӑпӑр. Пирӗн ентешсем эпир пулӑшнине туйччӑр, вӗсене ҫакӑнтан ҫӑмӑл пултӑр»,– палӑртрӗ Александр Валерьевич. Вӑл пурне те уяв кӑмӑл-туйӑмӗ, мирлӗ тӳпе сунчӗ. Уявӑн иккӗмӗш уйрӑмлӑхӗ: Муркаш округӗн Хисеплӗ гражданинӗ, депутатсен округ Пухӑвӗн депутачӗ Павел Вязов спорт уявне хутшӑнакансене кафере тӳлевсӗр апатланма май туса пачӗ. «Шкул ачи чухне пире те апатланма талонсем паратчӗҫ. Эпӗ ӑна ҫав тери кӗтеттӗм», –хӑйӗн ача чухнехи ҫулӗсене аса илчӗ те шкул ачисене пурне те телейлӗ ачалӑх, паян чупмалли ҫул ҫинче пурне те ӑнӑҫу сунчӗ. ВТБ-банк представителӗ Яна Димитриева та пурне те саламларӗ. Ятарлӑ парне ҫӗнтерӳҫӗ командӑна парассине палӑртрӗ. Спорт ӑмӑртӑвӗсем вара илӗртӳллӗ те интереслӗ иртрӗҫ. Чи малтан округ пуҫлӑхӗпе Александр Ивановпа пӗрле предприятисемпе организацисен ертӳҫисем старта тухрӗҫ. 500 метрлӑ дистанцие вӗсем пурте те тенӗ пекех пӗр вӑхӑтра вӗҫлерӗҫ. Унтан ҫемье командисем старта тухрӗҫ. Ачасем ҫӑмӑл атлетика ӑсталӑхне 100 метр тӑршшӗ трасса ҫинче тӗрӗслерӗҫ, амӑшӗсем – 300 метр, ашшӗсем – 500 метр дистанцире. 8 ҫула ҫитмен ачаллӑ ҫемьесем хушшинче Емельяновсен ҫемйи пӗрремӗш финиша ҫитрӗ. Вӗсем хыҫҫӑн эстафетӑна Андреевсемпе Филимоновсен ҫемйисем вӗҫлерӗҫ. Кубокпа, дипломпа тата медальсемпе пӗрле вӗсене «Спорт тӗнчи» лавккаран ятарлӑ парнесем пачӗҫ. Емельяновсен ҫемйи ВТБ-банкран ятарлӑ парне те илчӗ. 8-12 ҫулсенчи ачаллӑ ҫемьесем хушшинче Сергеевсен ҫемйи ҫӗнтерчӗ. Ун хыҫҫӑнхи призлӑ вырӑнсене Любимовсемпе Терентьевсен ҫемйисем йышӑнчӗҫ. Унтан пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулсен командисем старт илчӗҫ. Финиша, пӗлтӗрхи пекех, Шетмӗпуҫ шкул команди пӗрремӗш ҫитрӗ. 2-мӗш вырӑна виҫҫӗмӗш ҫул Шурча шкул команди никама та памарӗ. 3-мӗш вырӑна вара кӑҫал Сыпай шкулӗн команди тивӗҫрӗ. Вӑтам шкулсем хушшинче Муркаш шкул команди пысӑк утӑм турӗ: пӗлтӗрхи 3-мӗш вырӑнтан ҫӗнтерӳҫӗсен пьедесталӗн 1-мӗш картлашки ҫине куҫрӗ. Юлашки тӑватӑ ҫулта ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ Ҫатракасси шкул командине 2-мӗш вырӑна хӑварчӗ. 3-мӗш вырӑна вара хальхинче Мӑн Сӗнтӗр шкул команди йышӑнчӗ. Округри предприятисен, организацисен, учрежденисен, территори пайӗсен команди- сем хушшинче Ярапайкасси территори пайӗн команди хӑюллӑн ҫӗнтерчӗ. 2-мӗш вырӑна Муркаш территори пайӗн команди йышӑнчӗ. Округри хресчен-фермер хуҫалӑхӗсен команди 3-мӗш вырӑна тухрӗ. 50 ҫултан аслӑрах ветерансемсӗр мӗнле спорт уявӗ пултӑр вара? Арҫынсем хушшинче финиша чи малтан Владимир Иванов вирхӗнсе кӗчӗ, ун хыҫҫӑн – Валерий Фомин.ь Хӗрарӑм ветерансем хушшинче Ираида Димитриева ҫӗнтерчӗ. Ун хыҫҫӑнхи призлӑ вырӑнсене Раиса Якимовӑпа Марина Соколова йышӑнчӗҫ. Спорта юратакансем чупмалли ҫул ҫинче спортра хӑйсен ӑсталӑхне тӗрӗсленӗ вӑхӑтра тутлӑ плов шӑрши пысӑк хуран ҫывӑхне нумайӑшне пухрӗ. «Питӗ тутлӑ», – мухтарӗҫ повара округра пурӑнакансем. Таджик поварӗ Нусоратуло Хасанов тата «Моргаушцы-Zа Победу» волонтер ушкӑнӗн ертӳҫисем Наталия Ивановӑпа Андрей Троицкий ҫынсен хастарлӑхне палӑртрӗҫ. Александр Иванов пурне те тав турӗ. Плов сутса пухнӑ мӗнпур укҫана – 52 пин тенкӗ ытла – СВО-на хутшӑнакансене пулӑшма ярӑпӑр тесе палӑртрӗ. Депутатсен Пухӑвӗн председателӗ, «Единая Россия» фракци ертӳҫи Александр Давыдов ачасене спортпа туслашма сӗнчӗ: «Тӗллевсем лартӑр та хӑюллӑн вӗсем патне утӑр. Эсир – пирӗн пуласлӑх, пирӗн ҫӗршывӑн пуласлӑхӗ», – пурне те ырӑ сунчӗ вӑл.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6