Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Шаг в мирную жизнь» регион проекчĕ ятарлă çар операцине хутшăнакансем тата вĕсен çемье членĕсем валли пурнăçланать. Вăл – патшалăх пулăшăвĕн комплекслă программи. Пулăшу мелĕсем пурнăçри пур сферăна тенĕ пекех пырса тивеççĕ: медицина реабилитацийĕ, психологи пулăшăвĕ, ĕç вырăнĕ тата ытти те.
Проект шайĕнче иртнĕ çулхи июнь уйăхĕнчен пуçласа пысăк квалификациллĕ специалистсем – юристсем, ятарлă служба сотрудникĕсем, общественниксем тата ыттисем муниципалитетсен администрацийĕсене тухса СВОна хутшăнакансем тата вĕсен çемье членĕсем валли йышăну ирттерессине йĕркеленĕ. Ĕçе çапла йĕркелени шăпах та ыйтусене май пур таран хăвăртрах татса пама пулăшать. «Шаг в мирную жизнь» проект хăйĕн эффективлăхне кăтартса панă. Апрелĕн 28-мĕшĕнче çак проект шайĕнче Муркаш округ администрацийĕнче йышăну иртрĕ. «Паянхи тĕл пулу сире кăсăклантаракан ыйтусене татса пама пулăшасса шанатăп. Çийĕнчех татса пама май килмен ыйтусем çине экспертсем каярах хуравлĕç. Ыйтусене контрольте тытатпăр, чи пĕлтерĕшли – эсир кирлĕ пулăшăва илме пултарни», – терĕ Муркаш муниципалитет округ администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Андрей Мясников. Йышăнăва килнисен ыйту тĕрлĕрен пулчĕ. СВО ветеранĕ Малиновка ялĕнчи çула йĕркене кĕртме ыйтрĕ. Пÿрт çивиттине витме, карта тытма пулăшма ыйтакансем пулчĕç, медицина пулăшăвне илессипе кăсăкланчĕç. Пĕтĕмпе йышăнăва 22 çын килнĕ. «Шаг в мирную жизнь» проект шайĕнче халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центрсенче регион ертÿçин хушăвĕпе çар çыннисемпе, вĕсен çемйисемпе ĕçлекен координаци центрĕсем ĕçлеççĕ. Специалистсем вырăна тухса çемьесен пурнăç условине шута илеççĕ, социаллă паспортсем уçаççĕ. Ветерансене ĕç вырăнĕпе тивĕçтересси – уйрăм тимлĕхре. Регионти «Работа России» кадр центрĕ вакансисен резервне йĕркеленĕ. Ытларахăшĕ охранник, водитель профессийĕсене кăмăллать, çавăн пекех полицейски, педагог, инженер профессине суйласа илекенсем те пур. Кăçал çĕнĕлĕх вăя кĕчĕ, вĕсем çар тивĕçне пурнăçланă вăхăтра ветерансен ĕç вырăнĕ сыхланса юлать. Вĕсемпе тунă ĕç килĕшĕвĕ пăрахăçланмасть, вăхăтлăх чарăнать кăна. Çакна РФ Ĕç кодексĕнче çирĕплетнĕ. Иртнĕ çултанпа «Мой бизнес» центр «СВОи в бизнесе» вĕренÿ программине пуçланă. «Кадрсем» наци проекчĕ шайĕнче тÿлевсĕр вĕренме май пур. Ветерансене мирлĕ пурнăçа таврăнма «Агромотиватор» грант та пулăшать. Вăл иртнĕ çул пуçламăшĕнче ĕçлеме тытăнчĕ.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
