Патшалӑх Думинче АПК ветеранӗсемпе тӗл пулчӗ

Категория: Общество Опубликовано: 08.05.2026, 09:52 Просмотров: 592

Патшалӑх Думин «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейрен» суйланнӑ депутат Алла Салаева Чӑваш Енри агропромышленноҫ комплексӗн ветеранӗсемпе Патшалӑх Думинче тӗл пулчӗ. Республика представителӗсем ҫӗнӗ пуҫарусене сӳтсе яврӗҫ, пурнӑҫа кӗртнӗ проектсене аса илчӗҫ, малашне пӗрле ӗҫлессине палӑртрӗҫ.

Ветеран-аграрисем яланах стройра. Чӑваш Енри агропромышленноҫ комплексӗн представителӗсем Мускавра пулса Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗпе Алла Салаевӑпа тӗл пулчӗҫ. Кун пек ҫул ҫӳрев пирки граждансене йышӑннӑ вӑхӑтра калаҫса татӑлтӑмӑр. Ун чухне Чӑваш Енри АПК ветеранӗсен Канашӗн председателӗ Александр Самылкин «Единая Россия» парти депутатне тӗп хулана визит йӗркелеме ыйтнӑ. Чӑваш Енрен хӑнасем Мускава пуйӑспа килнӗ. Хусан вокзалӗнче вӗсене ятарласаь уйӑрнӑ автобус кӗтсе илчӗ, вӑл делегацие тӳрех Патшалӑх Думине илсе ҫитерчӗ. Унта ветерансене кӑмӑллӑ сюрприз кӗтрӗ – фойере вӗсем тӗнчери пӗрремӗш хӗрарӑм космонавтпа, Патшалӑх Думин депутачӗпе Валентина Терешковӑпа тӗл пулчӗҫ. Пурте ҫӗнӗрен курнӑҫма, хутшӑнма, Валентина Владимировна упӑшкипе, Андриян Николаев космонавтпа пӗрле Чӑваш Енре ирттернӗ кунсене аса илме хавас пулчӗҫ. Унтан хӑнасене Патшалӑх Думин истори залне – Троекуров палатисене – чӗнчӗҫ. XVI– XVII ӗмӗрсенчи хӑйне евӗрлӗ архитектура палӑкӗн маччисем айӗнче Алла Салаевӑпа тӗл пулу иртрӗ. Депутат ветерансемпе пӗрле ӗҫлесси чылай ҫул пырать ӗнтӗ. Пилӗк ҫул каяллах АПК ветеранӗсен канашӗ республикӑна аталантарма пысӑк тӳпе хывнӑ паллӑ патшалӑх деятелӗн Семен Ислюковӑн палӑкне лартма пулӑшма ыйтнӑ. Ун чухне Алла Салаева вице-премьер пулса ӗҫленӗ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хушнипе вӑл пуҫарӑва тӳрех ырланӑ, малтан пуçласа вӗҫне ҫитичченех ҫак проекта пӑхса тӑнӑ. Пӗрлехи вӑйпа палӑка лартма май килнӗ, паян вӑл Шупашкарти пӗр ятлӑ скверта тӑрать.

– Пирӗн пуҫарусене вӑя кӗртме пулӑшнӑшӑн сире тепӗр хут тав тӑвасшӑн, – терӗ Александр Самылкин. – Эпир сире тахҫанах пӗлетпӗр, тӗрлӗ ыйтусемпе, сӗнӳсемпе пӗрре мар калаҫнӑ, яланах хурав тупнӑ. Тавтапуҫ сире пуриншӗн те. Эсир – Патшалӑх Думин чи лайӑх депутачӗсенчен пӗри. Хӑнасем валли Патшалӑх Думи тӑрӑх экскурси йӗркелерӗҫ. Вӗсене Раҫҫей парламентаризмӗн историйӗ ҫинчен каласа пачӗҫ, истори докуменчӗсене кӑтартрӗҫ, депутатсен фракцийӗсем ӗҫлекен залсемпе кабинетсенче пулчӗҫ. Кунта та ветерансене каллех ӑнчӗ – вӗсем паллӑ чылай депутатпа, ҫав шутра Вячеслав Никоновпа тата Николай Харитоновпа тӗл пулчӗҫ. Парламентарисем Чӑваш Енри хӑнасемпе хаваспах калаҫрӗҫ, асӑнмалӑх сӑн ӳкерчӗксем турӗҫ. Ветерансем Хӗрлӗ площадьре те, Поклоннӑй тӑвӗ ҫинчи Ҫӗнтерӳ музейӗнче те пулчӗҫ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, музейри экскурси уйрӑмах вӑйлӑ тӗлӗнтерчӗ.

– Ҫакӑн пек ҫул ҫӳреве йӗркеленӗшӗн Алла Леонидовнӑна тепӗр хут питӗ пысӑк тав сӑмахӗ каласшӑн, – палӑртрӗ Александр Самылкин. – Вӑл символла пулса тухрӗ. Пире Патшалӑх Думин историйӗ ҫинчен ӑна пӗрремӗш хут суйланӑранпа 120 ҫул ҫитеспе тата Раҫҫей парламентаризмӗн кунӗ умӗн каласа пачӗҫ. Ҫӗнтерӳ музейӗнче экскурси шӑпах Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн иртни те питӗ символлӑ. Кун тулӑх пулчӗ, эпир кӑштах ывӑнтӑмӑр, анчах киле ҫӗкленӳллӗ кӑмӑлпа, Чӑваш Ен ырлӑхӗшӗн тата ытларах вӑй хурас ӗмӗтпе тухса кайрӑмӑр.

– Эпӗ хамӑн тахҫанхи тусӑмсемпе – Чӑваш Енри агропромышленноҫ комплексӗн ветеранӗсемпе хаваспах тӗл пултӑм, – палӑртрӗ Алла Салаева. – Вӗсем пысӑк маттурсем. Ҫулӗсене пӑхмасӑр питӗ хастар, алӑ усса лармаҫҫӗ. Ҫакӑн пек пуҫаруллӑ, уҫӑ кӑмӑллӑ ҫынсене яланах пулӑшас килет. Вӗсен вӑй-хӑвачӗ хавхалантарать, пире тӗслӗх парать. Вӗсем ял аталанӑвне чунне панӑ. Паян Чӑваш Ен ҫӗршыври вӑйлӑ аграри регионӗсенчен пӗри пулса юлнинче ветерансен тӳпи те пысӑк. Шӑпах вӗсем пулас ҫӗнтерӳсен никӗсне хывнӑ. Тавтапуҫ вӗсене ҫакӑншӑн. Ҫавӑн пекех Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн председательне Сергей Артамонова, Чӑваш Республикин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представительне Алексей Ладыкова тата ял хуҫалӑх министрне Андрей Макушева ҫак ҫул ҫӳреве йӗркелеме пулӑшнӑшӑн тав тӑвас килет. Пурте питӗ лайӑх иртрӗ. Чи пӗлтерӗшли – ветерансем кӑмӑллӑ пулни, вӗсене йӑлтах килӗшни.

Алексей КРЯЖИНОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6