Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсем, салтак арăмĕсем, тыл ĕçченĕсем, вăрçă ачисем, ентешĕмĕрсем!

Категория: Общество Опубликовано: 08.05.2026, 09:46 Просмотров: 594

Сире пурне те Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 81 çул çитнĕ ятпа чун-чĕререн саламлатпăр.

Çĕнтерÿ кунĕ – пуриншĕн те уяв. Çак кун эпир пире мирлĕ те телейлĕ пурнăç парнеленĕ салтаксене, кунне-çĕрне пăхмасăр тылра ырми-канми вăй хунă ĕçченсене чĕререн тав тăватпăр. Аслă Çĕнтерĕве çывхартас тесе Муркаш районĕн çыннисем те тăшмана хирĕç паттăррăн çапăçнă. Вăрçă хирне пĕтĕмпе пирĕн районтан 9845 çын тухса кайнă. Вĕсенчен çурри ытла тăван яла таврăнайман, 5491-шĕ мирлĕ пурнăçшăн пуç хунă. Шел пулин те, çулсем иртнĕçемĕн Çĕнтерÿпе таврăннă салтаксен йышĕ те сахаллансах пычĕ. Паян пирĕн округра пĕр вăрçă ветеранĕ çеç юлчĕ. Вăл – Муркашри Николай Гаврилович Алексеев. Вăрçăра çапăçнă салтаксен мăшăрĕсем 28-ăн тата 62 тыл ĕçченĕ пурăнать. Патшалăх паян вĕсемпе пĕрлех вăрçă вăхăтĕнче аслисемпе тан ĕçленĕ «вăрçă ачисене» пысăк тимлĕх уйăрать. Хамăрăн ентешсен паттăрлăхне эпир нихăçан та манмастпăр. Ачасене вĕсен ырă тĕслĕхне тĕпе хурса воспитани парса ÿстермелле пирĕн. Муркашсен маттур ывăлĕсем паян та çĕнĕрен пуçне çĕкленĕ нацизма хирĕç мирлĕ пурнăçшăн кĕрешеççĕ.

Хаклă çыннăмăрсем! Паян эпир сирĕн ĕçе малалла тăсатпăр. Тăван Муркаш ен малалла та çирĕппĕн аталантăр тесе хамăртан килнине йăлтах тăватпăр. Сывлăхăр çирĕп, кун-çулăр вăрăм, ватлăхăр канлĕ пултăр. Ачăрсемпе, мăнукăрсемпе, çывăх çыннăрсемпе тата нумай-нумай çул савăнса пурăнмалла пултăр.

Муркаш муниципалитет округ пуçлăхĕ Александр ИВАНОВ.

Депутатсен Муркаш муниципалитет округ Пухăвĕн председателĕ Александр ДАВЫДОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6