Алла Салаева вăрçă ветеранне уяв ячĕпе саламларĕ

Категория: Общество Опубликовано: 08.05.2026, 09:40 Просмотров: 613

Муркаш округӗнче «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Халӑх программин пӗтӗмлетӗвӗсене, ҫӗнӗ поликлиника тӑвассине, ҫемьесене пулӑшассине тата истори астӑвӑмне сыхласа хӑварассине сӳтсе яврӗҫ.

Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Леонидовна Салаева «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин «Есть результат» Халӑх программине пурнӑҫланине округсенче пурӑнакансемпе тӗл пулса малалла сӳтсе явать. Халӗ кун пек тӗл пулусем умӗн пӗлтерӗшлӗ социаллӑ объектсене тухса ҫӳреҫҫӗ. Ку формат Вӑрнарта хӑйӗн тухӑҫлӑхне кӑтартнӑ ӗнтӗ, унта депутат пулӑшнипе 1-мӗш шкул ҫумне пристрой тӑваҫҫӗ.

Поликлиника уҫма хатӗрленеҫҫӗ

Муркашри район тӗп больницин ҫӗнӗ поликлиники ҫывӑх вӑхӑтра хута ямалли объект пулса тӑнӑ. Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗпе Николай Угасловпа, округ пуҫлӑхӗпе Александр Ивановпа, кунти тӗп тухтӑрпа Оксана Поповӑпа тата генподрядчик представителӗсемпе Алла Салаева ҫӗнӗ ҫурта, кабинетсене пӑхса тухса ӗҫе ярас ыйтусене сӳтсе яврӗҫ. Аса илтеретпӗр, объекта «ГлавИнвестСтрой» ООО хӑпартать. Ҫӗнӗ поликлиникӑна «Вӑрӑм та хастар пурнӑҫ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн тӑваҫҫӗ. Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин «Муркаш район тӗп больници» бюджет учрежденийӗн тӗп тухтӑрӗ Оксана Попова палӑртнӑ тӑрӑх, поликлиника ҫуртне туни халӑха пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерме май парать. Кунта сменӑра 150 ҫын йышӑнма палӑртнӑ. Ку – ҫак нацпроект шайӗнче тунӑ пӗрремӗш объект кӑна мар.

– Поликлиника туни – Чӑваш Енре «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Халӑх программи чӑн-чӑн кӑтартусем панине тепӗр хут ҫирӗплетет, – палӑртрӗ депутат. – Тӗп больницӑна анлӑлатмалли вӑхӑт тахҫанах ҫитнӗ. Ку ыйтупа ҫынсем ман пата эпӗ республикӑн вице-премьерӗнче ӗҫленӗ чухнех пыратчӗҫ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пӗрле ӗҫленипе тата пулӑшнипе ыйтӑва татса пама май килчӗ. Строительствӑна пӑхса тӑракан хальхи вице-премьера Владимир Степанова тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутатне Николай Угаслова тав турӗ вӑл.

– Больница улшӑннине курма кӑмӑллӑ. Хальхи йышши оборудовани илсе килнӗ ӗнтӗ, ӗҫсем графикпа пыраҫҫӗ. Подрядчиксем Республика кунӗ тӗлне, июнӗн 24-мӗшӗ тӗлне, поликлиникӑна хута яма шантараҫҫӗ. Муркашсемшӗн ку пысӑк пулӑм пулӗ, – палӑртрӗ «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» депутачӗ.

Муркаш район тӗп больницин тӗп врачӗ Оксана Попова поликлиника туни пӗтӗм округшӑн пӗлтерӗшлӗ утӑм пулнине палӑртрӗ.

– Ҫак ыйтӑва татса пама хастар хутшӑннӑшӑн Алла Леонидовнӑна уйрӑммӑн тав тӑвас килет. Паян больницӑна пӗтӗмпе тенӗ пек кадрсемпе тивӗҫтернӗ. Юлашки виҫӗ ҫулта «Земство тухтӑрӗ» программӑпа пирӗн пата 7 врач килчӗ, «Земство фельдшерӗ» программӑпа – 4 специалист, паянхи куна тата 16 врач тӗллевлӗ направленипе вӗренеҫҫӗ, – каласа кӑтартрӗ вӑл.

Оксана Попова каланӑ тӑрӑх, 2021 ҫултанпа округра ҫӗнӗ 6 ФАП ҫурчӗ туса лартнӑ, 11 ФАП, 10 врач амбулаторийӗ тата Мӑн Сӗнтӗр ялӗнчи стационара тӗпрен юсанӑ. Палӑртмалла, Муркаш район тӗп больници Етӗрнепе Элӗк округӗсенче пурӑнакансене те хирурги пулӑшӑвӗ парать.

Пирӗн асӑма ПĔтерме ҫук

Мероприятисем Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн иртрӗҫ, ҫавӑнпа истори астӑвӑмне упрас темӑна уйрӑм тимлӗх уйӑрчӗҫ. Депутат Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Николай Гаврилович Алексеев патне ҫитсе курчӗ, вӑл март уйӑхӗнче 100 ҫул тултарчӗ. Унӑн ҫурчӗ умӗнче Муркаш шкулӗн ҫамрӑк армеецӗсем чаплӑ маршпа иртсе «Катюшӑна» шӑрантарчӗҫ. Ҫапла майпа ветерана хисепленине пӗлтерчӗҫ, хальхи ӑру аслисен паттӑрлӑхне асра тытнине, хӑйсен паттӑрӗсене пӗлнине, вӗсен ӗҫне малалла тӑсма хатӗррине кӑтартрӗҫ. Николай Алексеева 1943 ҫулта ҫар ретне илнӗ. 1945 ҫулта 2-мӗш механизациленӗ колонна йышӗнче рядовой званипе Николай Гаврилович яппун милитаризмӗпе вӑрҫа кӗнӗ. Ҫар службине 1950 ҫулта вӗҫленӗ те киле май уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Ҫӗнтерӳ кунӗнче килнӗ. Хӑюлӑхӗпе паттӑрлӑхӗшӗн Николай Алексеева ҫар наградисемпе чысланӑ. Демобилизаци хыҫҫӑн Николай Гавриловичӑн пурнӑҫӗ мирлӗ ӗҫпе малалла тӑсӑлнӑ. Икӗ ҫул вӑл Керчьри нефть тӗпчев экспедицийӗнче водительте ӗҫленӗ. Унтан вунӑ ҫула яхӑн тӑван районта водительте тимленӗ. Хӑйӗн пурнӑҫӗн икӗ вунӑ ҫулне строительствӑпа ремеслана халалланӑ, каменщикра, унтан атӑ-пушмак ӑстинче ӗҫленӗ. Мӑшӑрӗпе икӗ ывӑлпа икӗ хӗр ҫитӗнтернӗ. «Эсир хаяр тӑшмана ҫӗнтертӗр, пулас ӑрусемшӗн мирлӗ те ирӗклӗ ҫӗршыва упраса хӑварма пултартӑр. Эсир ачӑрсене, мӑнукӑрсене тата пире пурне те чи кирлине – мирлӗ пурнӑҫа парнелерӗр. Эсир пире паракан хаклӑ опытшӑн эпир вӗҫӗмсӗр тав тӑватпӑр», – тесе Муркаш округӗн пуҫлӑхӗ Александр Иванов Николай Гавриловича Республика Пуҫлӑхӗнчен салам тата парне пачӗ. Унтан Николай Алексеева Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева саламларӗ.

«Эпир сире тата сирӗн ӑрӑва Ҫӗнтерӳшӗн, мирлӗ тӳпе айӗнче пурӑнма, ӗҫлеме май пурришӗн, пирӗн ачасен телейлӗ куҫӗсемшӗн тав тӑватпӑр. Нумай ҫул та телейлӗ пурӑнӑр», – терӗ вӑл ватӑ салтака чечек ҫыххи тата асӑнмалӑх парне тыттарса. Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Угаслов ветерана ҫӗр ҫинчи тӑнӑҫлӑхшӑн, унӑн ҫапӑҫури тата ӗҫри паттӑрлӑхӗшӗн тав турӗ, вӑрӑм ӗмӗр сунса чечексемпе асӑнмалӑх парне пачӗ: «Тавах сире ҫӗр ҫинчи тӑнӑҫлӑхшӑн, ҫапӑҫупа ӗҫ паттӑрлӑхӗшӗн. Нумай та телейлӗ пурӑнӑр». Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин геройӗ пирӗнпе тата чылай ҫул пултӑр.

Ҫынсемпе тӗл пулни

Истори астӑвӑмне упрас темӑна «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» Халӑх программин пӗтӗмлетӗвӗсене сӳтсе явнӑ вӑхӑтра та малалла тӑсрӗҫ. Алла Салаева юлашки ҫулсенче Европӑра совет салтакӗсен пин-пин мемориалӗпе вилтӑприне аркатнине аса илтерчӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Анӑҫ истори чӑнлӑхне пӑсма тӑрӑшать, ҫавӑнпа Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫинчен историе асра тытасси пирӗн ӗҫӗн чи пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗрӗсенчен пӗри пулса юлать.

– Ҫӗнӗ вӑрҫӑсем кам та пулин историе ҫӗнӗрен ҫырма хӑтлансан пуҫланаҫҫӗ, – палӑртрӗ депутат. – Чӑваш Ен правительствипе пӗрле эпир истори астӑвӑмне упраса хӑварас тесе нумай ӗҫ тӑватпӑр. Патшалӑх Думинче тата Федераци Канашӗнче чӑваш хӗрарӑмӗсен паттӑрлӑхне халалланӑ куравсем иртрӗҫ. Республикӑра тыл ӗҫченӗсемпе Сӑр чиккине тӑвакансен мемориалне ҫӗршывра пӗрремӗш йӗркеленӗ. Ҫак ӗҫӗн тӑсӑмӗ «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пулӑшнипе пурнӑҫланакан «Асӑну хӑми» проект пулчӗ. Чи малтан кунта муркашсем хутшӑнчӗҫ. Округра Совет Союзӗн Геройне Борис Васильева, Мухтав орденӗн тулли кавалерне Александр Быкова, Раҫҫей Геройне Николай Смирнова тата СВО-на хутшӑннӑ Юрий Майорова, икӗ хутчен Паттӑрлӑх орденӗпе чысланӑскере, асра тытса мемориал хӑмисем уҫрӗҫ. Тӗл пулу вӑхӑтӗнче уйрӑммӑн СВОна хутшӑнакансене тата нумай ачаллӑ ҫемьесене пулӑшасси пирки калаҫрӗҫ.

– 2022 ҫултанпа СВОна хутшӑнакансене пулӑшма 159 саккун йышӑннӑ, – палӑртрӗ Алла Салаева. – Вӗсен хушшинче: вӑрҫӑ ӗҫӗсен ветеранӗн статусӗ ҫинчен калакан саккун, тӳлевсӗр юридици пулӑшӑвӗ, аманнӑ салтаксене сиплекен вырӑна тӳлевсӗр илсе каясси тата ытти пулӑшу мерисем. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин «Ҫирӗп ҫемье» проекчӗн регионти кураторӗ пулнӑ май, депутат нумай ачаллӑ ҫемьесене пулӑшмалли мерӑсем ҫинчен те каласа пачӗ. Парти пуҫарӑвӗпе амӑш капиталӗн ӗҫ-хӗлне 2030 ҫулччен тӑснӑ. «Герой-Анне» ята тивӗҫнӗ хӗрарӑмсене ҫӑмӑллӑхсемпе Совет Союзӗн Геройӗсемпе тата Раҫҫей Геройӗсемпе танлаштарнӑ. Унсӑр пуҫне вӗреннӗ чухне ача ҫуратнӑ студенткӑсене ҫемьесене пулӑшмалли «Ылтӑн стандарт» шайӗнче декрет отпускӗн пӗтӗм тапхӑрӗшӗн тӳлеме палӑртнӑ. Тӗл пулу вӑхӑтӗнче округра пурӑнакансем депутата ыйтусем пачӗҫ, сӗнӳсемпе паллаштарчӗҫ, территорие малалла аталантарассине сӳтсе яврӗҫ. Алла Леонидовна округшӑн пӗлтерӗшлӗ проектсене пурнӑҫлас ӗҫе малалла тӑсасса шантарчӗ.

Алексей КРЯЖИНОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6