Сире Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!
Майӑн 9-мӗшӗ – пирӗншӗн кашнийӗншӗнех сӑваплӑ кун. 81 ҫул каялла чи хӑрушӑ та юнлӑ вӑрҫӑ вӗҫленнӗ, унӑн геройӗсен паттӑрлӑхӗ вара ҫирӗп чун хавалӗн тата хӑюлӑх палли пулса тӑнӑ. Кашни ҫемье хӑйӗн паттӑрне чысласа сумлать, ҫывӑх ҫыннисем унӑн кун-ҫулӗпе ҫыхӑннӑ астӑвӑма типтерлӗн упраҫҫӗ тата тивӗҫлипе мӑнаҫланаҫҫӗ. Эпир хӑйсен пурнӑҫне, ҫамрӑклӑхне тӑнӑҫлӑхпа ирӗклӗхшӗн панӑ ҫӗнтерӳҫӗсен ӑрӑвне пӗтӗм чунтан тав тӑватпӑр. Пирӗн тӑван Чӑваш Ен пӗрлехи Ҫӗнтерӗве хывнӑ тӳпе калама та ҫук пысӑк. Ик ҫӗр пин ытла пирӗн ентеш фронта тухса кайнӑ, вӗсенчен кашни иккӗмӗшӗ каялла таврӑнайман. Республика тылра та ҫӗнтерӗве туптанӑ: эвакуациленӗ 28 завода йышӑннӑ, вӑрҫӑ хӳтлӗхсӗр хӑварнӑ вун-вун пин ҫыншӑн иккӗмӗш кил пулса тӑнӑ. Кунта Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тунӑ, фронта апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтерсе тӑнӑ, аманнисене сипленӗ. Йывӑртан та йывӑр тӗрӗслев ҫулӗсенче ҫӗршывӑн аркатайми ҫирӗп тӗрекӗ пулса тӑрса Чӑваш Енре пурӑнакансем ҫывӑрмасӑр, канмасӑр ӗҫленӗ. Ӗҫри ҫав паттӑрлӑх – пирӗн кӑмӑлра, пирӗн чунсенче. Эпӗ хушнипе Çӗнтерӳ кунӗ тӗлне ҫулсерен уйӑрса паракан тӳлевсем яланхи пулӑшу мелне ҫаврӑнчӗҫ тата халӗ хӑй хальлӗн килсе тӑрӗҫ. Вӗсене республикӑра пурӑнакан 36 пине яхӑн ҫын илме пултарӗ, ҫакӑн валли бюджетра 120 миллион ытла тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Цифрӑсем кӑна мар, ҫынла чунтан пулӑшасси те пӗлтерӗшлине эпир ӑнланатпӑр. Шупашкарта «Пирӗн алӑсен ӑшши – ветерансене» проект хута кайрӗ, ҫавна пула волонтерсемпе социаллӑ ӗҫченсем ватӑсене кулленхи пурнӑҫра пулӑшаҫҫӗ тата вӗсемпе ӑшпиллӗн хутшӑнса калаҫаҫҫӗ. Ял ҫӗрӗнче куҫӑмлӑ медицина пулӑшӑвӗн бригадисем ӗҫлеҫҫӗ.
Хаклӑ ентешсем! Паян эпир асаттесемпе аттесен пысӑк паттӑрлӑхӗ умӗнче пуҫа таятпӑр. Вӗсен Тӑван ҫӗршыва чунтан юратас туйӑмӗ ҫӗнӗ ӑрӑва та куҫрӗ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан пирӗн салтаксем – ҫав ҫулсенчи паттӑрсен тивӗҫлӗ еткерҫисем. Хальхи вӑхӑтра вӗсем те ҫавӑн пекех хӑйсене шеллемесӗр ҫӗршывӑмӑрӑн суверенитетне хӳтӗлеҫҫӗ, ҫапла майпа саманасен ҫыхӑнӑвӗ татӑлманнине, пирӗн халӑхӑн чун хавалне ҫӗнтерме ҫуккине ӗненмелле ҫирӗплетеҫҫӗ. Ҫав ҫӗнтерӳллӗ ҫуркуннепе ҫыхӑннӑ астӑвӑм тӑхӑмсен чӗрисенче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнтӑр, вӗсене вӑй парса тӑтӑр тата Тӑван ҫӗршыва яланах ӗненмеллине ӑса хывтартӑр тесен, пирӗн истори чӑнлӑхне чыслӑн сыхласа упрамалла тата ӑна хамӑрӑн ачасемпе мӑнуксене парса хӑвармалла, ҫакӑ – пирӗн сӑваплӑ тивӗҫӗмӗр. Ветерансене ҫӗре ҫити тайма пуҫ, пуҫ хунисем ӗмӗрлӗхех пирӗн асӑмӑрта пулӗҫ. Ҫак уяв кашни киле савӑнӑҫпа тӑнӑҫлӑх кӳтӗр. Сире ҫирӗп сывлӑх, чунпа хастар пулма тата пур тӗрлӗ ырлӑх сунатӑп!
Уявпа! Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег НИКОЛАЕВ.
Август 2026 |
