Çурлатри ялĕнче пурăнакан çын хăйсен ял шăпи пирки пăшăрханнине пĕлтерет. Вăл ялти куллен кирлĕ таварсен лавккине ĕçлеттерме ыйтать, лавкка икĕ çул каялла хупăннă. Кунта ĕне ферми ĕçлеме пăрахнă. Ялта пуçламăш классенче вĕренекенсен шкулĕ хупăннă. Çавăнта вăл ватă çынсен çуртне тума ыйтать. Çавăн пекех вăл такси тарифĕ пысăккипе кăмăлсăр. Муркаш территори пайĕ çапла хуравлать. Çурлатри ялĕнчи лавкка хупăннин сăлтавĕ – ĕçлекен çукки, суту-илÿ точки тупăшлă ĕçлеменни. Апла пулин те Муркаш райповĕ ĕçлес текен сутуçă тупăнсан лавккана уçма хатĕр. Ял халăхне куллен кирлĕ таварпа тивĕçтерес тесе хальхи вăхăтра яла эрнере виçĕ хутчен автолавка пырса çÿрет. Е. Андреев ячĕпе хисепленекен хуçалăхăн ĕне фермине çурчĕ япăхса çитнĕрен тата санитари нормипе килĕшсе тăманран хупнă. Çавна май фермăна малашне тулли реконструкци тумасăр ĕçлеттерме çук. Реконструкци тăкакĕсем паянь хуçалăх экономикишĕн вырăнлă мар. Çурлатринчи клуба шкул тата ача сачĕ пулнă çуртра уçнă. Вăл Муркаш муниципалитет округĕн централизациленĕ клуб системин филиалĕ шутланать, графикпа килĕшÿллĕн ĕçлет. Çынсем валли кунта тĕрлĕ енлĕ 7 клуб йĕркеленĕвĕ пур. Çавăн пекех кунта пухусем тăтăшах иртеççĕ. Клуб çумĕнче «Сеспель» эстрада ансамблĕйĕркеленĕ. Коллектив муниципалиет, республика тата регионсем хушшинчи конкурссене хутшăнать, пысăк ăсталăх кăтартать. Округ администрацийĕн полномочийĕ шутне муниципалитет автобус маршручĕсене йĕркелесси кăна кĕрет. Пассажирсене турттармалли транспорт тарифĕсем çине администраци витĕм кÿме пултараймасть. Такси услугисене шайлаштарассине администраци çине хуман, вăл хаксене контрольлемест.
Август 2026 |
