Раççейри пушар хурал историйĕ кунта ĕçлекенсем кăтартнă паттăрлăха нумай пĕлет, кашнине асра тытать, çав тĕслĕхсем çинче пушарнăйсен çĕнĕ ăрăвне ÿстерет. Паян пушар хуралĕнче вăй хуракансем ĕлĕкрех йĕркеленнĕ ырă йăлана манăçа кăлармасăр аталану çулĕпе малалла утаççĕ. 37-мĕш номерлĕ пушар чаçĕпе унăн 3 уйрăм постĕнче, 2 ирĕклĕ пушар командинче, хуçалăхсенчи 3 ведомство пушар хуралĕнче, надзор ĕçĕ-хĕлĕн уйрăмĕнче пĕтĕмпе 28 çын округа «хĕрлĕ автанран» хÿтĕлет.
37-мĕш номерлĕ пушар чаçĕнче талăкĕпе службăра тăракансем хăйсене шанса панă пушар машинине кирек хăçан та рейса тухма юсавлă тытаççĕ, профилактика ĕçне тивĕçлĕ шайра туса пыраççĕ. Эсир сăн ÿкерчĕкре пушар чаçĕнче службăра тăракансен пĕр ушкăнне куратăр (сулахайран сылтăмалла): пĕрремĕш ретре – пушар машинин водителĕсем Эдуард Смирновпа Александр Сыров, иккĕмĕш ретре – пушар надзорĕпе профилактика ĕçĕ-хĕлĕн аслă инспекторĕ Иван Иванов, пушар хуралĕнче 25 çул службăра тăракан караул пуçлăхĕ Алексей Степанов, чĕрĕк ĕмĕре яхăн пушарнăй пулса ĕçлекен Сергей Кириллов, Мăн Сĕнтĕрти уйрăм пост пуçлăхĕ Петр Петров. «Вут-кăвар ытларах мунчасенче тухнăран, çынсене унти кăмака-мăрьене çирĕп тĕрĕслесе тăма ыйтатпăр. Кунпа пĕрлех электропроводка юсавлă пулни те инкеке вăхăтра сирме пулăшмалла», –терĕ c вĕсем. Çак сăмахсенче халăх пурлăхĕ пирки шутлани тĕп вырăнта тăни сисĕнчĕ.
Август 2026 |
