«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» проекчӗсем культура учрежденийӗсене ҫӗнӗ хӑват панӑ
«Депутатпа диалог» телекӑларӑмсен ярӑмӗ малалла пырать. Иртнӗ программӑра патшалӑх Думин депутачӗ Алла Леонидовна Салаева парламентра ӗҫлени пирки калаҫнӑ пулсан, хальхинче Шупашкарта ӳкернӗ. Тӗп тема – Чӑваш Енри культура аталанӑвӗ.
Модельлӗ библиотекӑсем
Кӗнеке яланах пӗлӗвӗн тӗп ҫӑл куҫӗ пулса тӑрать. Ачасене вулама мӗнле кӑсӑклантарасси пирки 2025 ҫулта ҫӗнетнӗ Агния Барто ячӗллӗ ача-пӑча библиотекинче калаҫнӑ.
– Пилӗк ҫул хушшинче Чӑваш Енре 36 модельлӗ библиотека уҫӑлчӗ. Вӗсем пур муниципалитетра та пур. Ку – вӑхӑт чӗнӗвне хуравлани. Кунта ачасем хӑйсем валли кӗнекесем уҫса гаджетсемпе сахалрах усӑ кураҫҫӗ, – палӑртрӗ Алла Салаева. Кун пек библиотекӑсем чӑн-чӑн туртӑм центрӗсем пулса тӑчӗҫ. Кунта вулаҫҫӗ кӑна мар, тӗл пулаҫҫӗ, хутшӑнаҫҫӗ, мероприятисем ирттереҫҫӗ. 2020 ҫултанпа фондсем 200 пин ытла кӗнекепе пуянланнӑ. Ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн пӗрремӗш ҫултах ҫын ҫӳресси 53 процент ӳснӗ! Депутат Чӑваш Ен Пуҫлӑхне Олег Николаевпа культура Светлана Каликовӑна анлӑ модернизацие пулӑшнӑшӑн тав тунӑ.
Культура ҫурчӗсем
Юлашки ҫулсенче республикӑра виҫӗ ялта Культура ҫурчӗ тата Ҫӗрпӳре культура аталанӑвӗн центрӗ туса лартрӗҫ. Тата 76 Культура ҫуртне тӗпрен юсанӑ. Уйрӑм йышӑну – 19 автоклуб туянасси пирки. Халӗ куҫса ҫӳрекен культура центрӗсем пур муниципалитетра та пур. Культура чи аякри ялсене те ҫитрӗ. 2025 ҫултанпа «Земство культура ӗҫченӗ» программа ӗҫлет. Специалистсем ял тӑрӑхне ĕҫлеме пырсан пулӑшу илеҫҫӗ. Сакӑр ҫын миллионшар тенкӗ илнӗ ӗнтӗ, кӑҫал тата 20-шӗ планлаҫҫӗ. Ҫакӑ пурнӑҫ пахалӑхне тӳрремӗнех витӗм кӳрет. Ҫынсен кил ҫумӗнче пултарулӑхпа киленме май тупӑнать. Уйрӑмах ҫакӑ ачасемшӗн пӗлтерӗшлӗ – хутшӑну урлӑ хаклӑхсемпе хӑйсен культурипе ҫывӑхланнин туйӑмӗ йӗркеленет.
– Ку ӗҫе Культура ҫурчӗсене, библиотекӑсене, театрсемпе музейсене, уйрӑмах пӗчӗк хуласемпе ялсенче, ҫӗнетесси кӗрет. Шуршӑлти А.Г. Николаевӑн мемориал комплексне реконструкцилеҫҫӗ. Умра – Шупашкарти трактор тӑвакансен Культура ҫурчӗ тата Маяковский ячӗллӗ вулавӑша юсасси, – палӑртрӗ Алла Салаева. Ҫак сӗнӳсене пурне те ҫынсемпе пӗрле йӗркелесе «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Халӑх программине кӗртеҫҫӗ.
Искусство шкулӗсем
Калаҫу Шупашкарти 2-мӗш ача-пӑча искусство шкулне ҫитсе курнинчен пуҫланчӗ. Алла Леонидовна Салаевӑшӑн ку – уйрӑм вырӑн. Ӳнер шкулӗнчи занятисем ачасене талантсене уҫса пама пулӑшаҫҫӗ, музыкӑпа мӗн пӗчӗкрен кӑсӑклантараҫҫӗ. Шкул 1989 ҫулта уҫӑлнӑ та чылай вӑхӑт путвал пӳлӗмӗнче вырнаҫнӑ. Ҫӗнӗ тапхӑр Алла Леонидовна хулари культура управленине ертсе пынӑ чухне пуҫланнӑ. Ӳнер академийӗн воспитанникӗсем валли хальхи вӑхӑтри вӗренӳпе аталану условийӗсем йӗркелеҫҫӗ. Паян вӑл – хальхи учреждени, унта пин ытла ача вӗренет. Кунта хореографи, графика, дизайн тата музыка искусствине аталантараҫҫӗ. Классене хальхи йышши оборудованипе тивӗҫтернӗ.
– Республикӑра ун пек вунӑ шкул ӗнтӗ. Вӗсем – чӑн-чӑн «чун тренажерӗсем». Кунта ачасем аталанаҫҫӗ те ҫитӗннӗ пурнӑҫа анлӑ тавракурӑмпа тухаҫҫӗ, – палӑртрӗ депутат. Кӑтарту куҫкӗрет: пилӗк ҫулта – «Раҫҫейӗн Ҫамрӑксен пултарулӑхӗ» конкурсӑн 81 лауреачӗ. Ӳнер класӗсенче вӗренекенсем ӳнер искусствин никӗсӗсене хальхи тата хӑтлӑ условисенче алла илеҫҫӗ.
Музейсем
Телекӑларӑма В.И. Чапаевӑн ҫӗнетнӗ музейӗнче малалла ӳкернӗ.
– Пирӗн ачасем иртнине астӑвакан ӑрупа тӗл пулма пултарчӗҫ. Ҫавӑнпа историе упраса малалла пӗлӳ пани пӗлтерӗшлӗ. Музейсем патриотла воспитанире тӗп вырӑн йышӑнаҫҫӗ, – терӗ Алла Салаева. Чӑваш Енре музей уҫлӑхӗсем хастар аталанаҫҫӗ: Шуршӑл хулинчен пуҫласа Улатӑр тата Куславкка таранах. Нумайӑшӗ иккӗмӗш пурнӑҫ илнӗ, теприсем – ҫӗнетӳ тапхӑрӗнче. Модернизаци хыҫҫӑн музейсен тупӑшӗ питӗ ӳсет – 7-рен пуҫласа 17 хут таран. Тӗслӗхрен, Улатӑрти музей тупӑша вунӑ хута яхӑн ӳстернӗ, Лобачевский музейӗ – вунҫичӗ хут.
Туризм тата культура
Алла Салаева Патшалӑх Думин туризм комитетне кӗрет. Ҫавӑнпа музейсене тимлӗх уйӑрни саккунлӑ.
– Пӗлтӗр Шупашкара миллион ҫурӑна яхӑн турист килсе кайрӗ. Чи малтанах вӗсем музейсене каяҫҫӗ, – палӑртрӗ вӑл. Символсенчен пӗри «Раҫ .ейӗн тӗрленӗ картти» пулчӗ. Уншӑн Хӗрлӗ тӳремре уйрӑм музей уҫрӗҫ.
– Иртнӗ ҫул унта 42 пин ҫын килсе кайнӑ. Карттӑна тума 350 ытла ӑста хутшӑннӑ. Кашни тӗрӗре – ҫемьепе регион историйӗ, – палӑртрӗ депутат. Вӑл ҫавӑн пекех «Чӑваш Ен хӗрарӑмӗсен Союзӗн» председательне Наталья Николаевӑна проекта пурнӑҫланӑшӑн тав турӗ.
– «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» Халӑх программи тата «Культура малой Родины» проект урлӑ культура сферине малалла аталантарать, – пӗтӗмлетрӗ Алла Салаева.
Август 2026 |
