Уяв кунӗ тӗлне – тӳлев

Категория: Общество Опубликовано: 29.04.2026, 08:19 Просмотров: 356

Чӑваш Енре Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне ҫулсерен паракан тӳлевсене ҫирӗплетнӗ. Республика бюджетӗнчен Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем тата вӗсемпе танлаштарнӑ граждансен категорийӗсем пулӑшу илӗҫ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти тӑратнӑ пуҫарӑва Патшалӑх Канашӗ ырланӑ. Ӑна Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн тивӗҫлӗ Указӗпе ҫирӗплетнӗ.

Тӳлевсен виҫи ҫапла: 10 000 тенкӗ – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин инваличӗсемпе ветеранӗсем, концлагерьсемпе геттон ҫул ҫитменнисен тӗрмисенче ларнисем, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи тапхӑрӗнче вилнӗ ҫар ҫыннисен, инвалидсен тата участниксен тӑлӑх арӑмӗсем валли; 3 000 тенкӗ – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем, ҫавӑн пекех СССР территорийӗнче 1927 ҫулхи июнӗн 22-мӗшӗнчен пуҫласа 1945 ҫулхи сентябрӗн 3-мӗшӗччен ҫуралнӑ тата «вӑрҫӑ ачисем» статуслӑ Раҫҫей гражданӗсем валли. Республика правительстви пӗлтернӗ тӑрӑх, тӳлевсене тӳрех парӗҫ – нимӗн тума та тивмӗ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6