Ҫӗнтерӳ кунне уявласси пирки

Категория: Общество Опубликовано: 29.04.2026, 08:17 Просмотров: 374

Хисеплӗ ентешӗмӗрсем, сӑваплӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн сирӗн пата пӗлтерӗшлӗ информаципе тухатӑп.

Кашни ҫыннӑн хӑрушсӑрлӑхне тӗпе хурса эпир ҫӑмӑл мар, анчах кирлӗ йышӑну турӑмӑр: кӑҫал Ҫӗнтерӳ парадне, куҫӑмсӑр форматпа «Вилӗмсӗр полк» акцие тата уяв салютне ирттермелле мар. Ҫакӑн пирки Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑйӗн телеграм-каналӗнче пӗлтерчӗ. Анчах Ҫӗнтерӳ кунӗ пулатех, тивӗҫлипе тата паттӑрсене хисепленипе. Асӑну тата уяв мероприятийӗсем пурте вырӑнти площадкӑсенче хӑрушсӑрлӑхӑн мӗнпур требованийӗсене ҫирӗппӗн пӑхӑннипе иртӗҫ. Кашни пулӑмпа хӑрушсӑрлӑх паспорчӗсене ҫирӗплетнӗ, оперативлӑ службӑсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлессине тивӗҫтернӗ, кирлӗ ӗҫ алгоритмӗсене тӗплӗн тишкернӗ. Ҫак йышӑнусене ӑнланса йышӑнма ыйтатӑп. Пирӗн пӗрлехи тӗп тӗллев – ҫынсен хӑрушсӑрлӑхне сыхласа хӑварасси тата ҫӗнтерӳҫӗсен ӑрӑвӗн аслӑ паттӑрлӑхне пӗрле палӑртасси. Уява штатлӑ йӗркепе хатӗрленетпӗр.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6