Ĕнер депутатсен округ Пухăвĕн черетсĕр 69-мĕш ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне депутатсемсĕр пуçне администраци ĕçченĕсем, территори пайĕсен, предприяти, учреждени, хуçалăх, обществăлла организаци ертÿçисем хутшăнчĕç.
Пухăва унăн ертÿçи Александр Давыдов уçрĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйту – Муркаш округĕн Пуçлăхне суйласси. Округ пуçлăхне суйлама кандидатурăсем палăртма конкурс ирттернĕ. Унăн итогĕсемпе конкурс комиссийĕн ертÿçи Сергей Павлов паллаштарчĕ. Комисси округ пуçлăхне суйлама депутатсен Пухăвне икĕ кандидатура сĕннине пĕлтерчĕ:
Александр Иванова,
Алексей Кириллова.
Кандидатсем хăйсен тĕллевĕсемпе задачисем çинчен кĕскен каласа пачĕç. Александр Иванов ку тапхăр пысăк ĕçсен пуçламăшĕ пулнине, пĕтĕм халăхпа ĕçлесе палăртнисене пурнăçлама хатĕррине каларĕ.
– Пире вăйлă округ кирлĕ, – терĕ вăл.
Алексей Кириллов округа лайăх пĕлнине, ыйтусене татса парассишĕн вăй хума пулчĕ.
Унтан депутатсем асăннă кандидатсемшĕн уççăн сасăларĕç. Александр Иванов кандидатурине ырланине пĕлтерсе депутатсем пĕр саслăн сасăларĕç. Саккунсемпе килĕшÿллĕн Александр Иванов Муркаш округĕн пуçлăхне 5 çуллăха суйланчĕ. Александр Иванов хăйне округ пуçлăхне суйланăшăн тав турĕ. Округ пуласлăхĕшĕн уççăн тата тÿрĕ кăмăлпа, пуринпе пĕрле ĕçлеме хатĕррине, кашни йышăнăва ответлăха туйса тăвассине каларĕ. Çĕнĕ пуçлăха суйланнă ятпа конкурс комиссийĕн ертÿçи Сергей Павлов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Николай Угаслов, Александр Федотов, Чăваш Республикин муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн директорĕ Александр Кузнецов саламларĕç, ăнăçусем сунчĕç. Тухса калаçакансем округшăн çĕнĕ тапхăр пуçланнине палăртрĕç. Çак шухăшпа килĕшмелле. Маларах депутатсен округ Пухăвне Александр Давыдов ертсе пыма тытăнчĕ. Халĕ округ пуçлăхне Александр Иванова суйларĕç. Округ ертÿлĕхĕ тĕпрен улшăнчĕ, кунта ĕçлеме хатĕр тата пултаракан çамрăксем килчĕç. Вĕсене ăнăçу сунар!
Август 2026 |
