Май уявĕ ячĕпе – ăмăрту

Категория: Общество Опубликовано: 29.04.2026, 08:12 Просмотров: 236

Майăн 1-мĕшĕнче Çуркуннепе Ĕç уявĕ тата çуллахи спорт сезонне уçнă ятпа Муркашра çуран чупса ăмăртассипе эстафета иртет.

Вăтам пĕлÿ паракан шкулсен командинче 10 ача (5 арçын ача, 5 хĕр ача) пулмалла. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен командинче – 6 ача (3 арçын ача, 3 хĕр ача). Ĕç коллективĕсен командинче – 4 çын (2 арçын, 2 хĕрарăм). Çемье командинче – 3 çын (ашшĕ, амăшĕ, 8 – 12 çулсенчи ача). Çемье командинче – 3 çын (ашшĕ, амăшĕ, 8 çулчченхи ача). Командăсем хутăшла эстафетăра ăмăртаççĕ. Дистанцисем тĕрлĕрен: арçын ачасемпе хĕр ачасем – 1000 метр, арçынсемпе хĕрарăмсем – 1000 метр, ветерансем – 500 метр, çемье командисем – 500, 300, 100 метр. 1-мĕш вырăна тухнă командăсене дипломпа тата кубокпа наградăлаççĕ. 2-мĕш тата 3-мĕш вырăнсене тухнă командăсене – дипломпа. Призлă вырăнсене йышăннă командăсен спортсменĕсене медальсемпе тата грамотăсемпе чыслаççĕ. Çемье командисене – дипломсемпе, медальсемпе тата кубоксемпе. Ветерансене – дипломсемпе тата медальсемпе.

Ăмăртăва 10 сехетре «Сывлăх» спорт шкулĕ умĕнче чаплă лару-тăрура уçаççĕ.

Спорт уявне çитсе курăр!

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6