Муркашри Культура ҫуртӗнче Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ «Пěчěк Нарспи» конкурс иртрӗ.
Сцена ҫине округӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ 5-10 ҫулсенчи 17 хӗр ача тухрӗ. Вӗсене округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Александр Давыдов ҫитӗнӳсем сунчӗ. Культура тата архив ӗҫӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Любовь Рыжкова пӗчӗк пикесене хӑюлӑхӗпе пултарулӑхӗшӗн тав турӗ. Конкурса хутшӑнакансем сӑвӑ вуларӗҫ, юрларӗҫ, вӑйӑ картисем турӗҫ, чӑвашла сценкӑсем кӑтартрӗҫ. Конкурсра Стефания Айплатова («Солнышко» ача сачӗ) ҫӗнтерчӗ. Конкурса хутшӑнакансем пурте тӗрлӗ номинацире палӑрчӗҫ. Фестиваль ҫӗнӗ талантсем уҫма, чӑваш чӗлхипе культурине упрама пулӑшать.
Август 2026 |
