Хисеплӗ ентешсем! Хаклӑ туссем!

Категория: Общество Опубликовано: 29.04.2026, 08:08 Просмотров: 233

Кӑҫал Майӑн 1-мӗшне эпир 34-мӗш хут Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗ пек кӗтсе илетпӗр. Ӗлӗк ӑна Пӗтӗм тӗнчери ӗҫ ҫыннисен пӗрлӗх кунӗ тесе палӑртнӑ. Анчах праҫник тӗшши ятне улӑштарнипе улшӑнман – вӑл ҫаплах пултаруллӑ ӗҫе, ӗҫ прависене хӳтӗлессине тата социаллӑ тӗрӗслӗхе сӑнарлать. Пирӗн ҫӗршывра Владимир Путин президент ертсе пынипе тата «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пулӑшнипе халӑха социаллӑ хӳтлӗхпе тивӗҫтерес енӗпе пысӑк ӗҫ тунӑ. Апла пулин те пирӗн аттесемпе аннесем, асаттесемпе мӑн асаттесем уяв демонстрацийӗсене тухнӑ Майӑн 1-мӗшӗнчи лозунгсем паян та актуаллӑ пулса юлаҫҫӗ.

Пирӗн тӗллев – вӗсене куллен пурнӑҫа кӗртесси. Май уйӑхӗнчи ҫак ҫутӑ кун сире Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗпе тепӗр хут саламлатӑп, тӑнӑҫ тӳпе, телей, ырлӑх сунатӑп. Пирӗн уяв кӑмӑл-туйӑмне нимӗн те, никам та тӗксӗмлетеймӗ. Шансах тӑратӑп: мӗн ӗмӗтленни пӗтӗмпех пурнӑҫланатех, мӗн палӑртнине те тем тесен те пурнӑҫа кӗртетпӗр. Тепӗр хут уявпа, хаклӑ тусӑмсем!

Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Алла САЛАЕВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6