Совет çарĕсене Афганистанти юнлă вăрçăран кăларнăранпа 37 çул хыçа юлчĕ. Çав ятпа иртнĕ эрнере çак вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă ентешсем Москакассинчи вăтам шкула пухăнчĕç. Сăлтавĕ те пур, ырă йăлана пăхăнса вĕсем асăннă вăрçăра Тăван çĕршыв интересĕсене хÿтĕлесе пуç хунă Михаил Самойлов интернационалист-салтак ячĕпе спорт ăмăртăвĕ ирттерме шутларĕç.
Салтак пурнăçĕнчен. Йĕкĕрешсем Михаилпа Николай 1964 çулхи çурла уйăхĕн 30-мĕшĕнче Ситуккасси ялĕнчи хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Вĕсем ачаранах ашшĕ-амăшне пулăшакан, тăван ен илемĕшĕн тăрăшакан тата спортпа туслă ачасем пулнă. Салтак кайма ят тухсан каччăсем арçын тивĕçне туллин пурнăçлассинчен пăрăнса юлма шутламан та. Çапла вара 18 çул тултарсан вĕсем мирлĕ пурнăç хÿтĕлевне тăнă. Ятарлă хатĕрленÿ хыççăн 3 уйăхран пирĕн ентешсене шăпа интернационалист тивĕçне пурнăçлама сăртлă-туллă Афганистана çитерет. Йывăрлăхран хăраман салтаксем командирсем хушнине вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлама пуçлаççĕ. Анчах вăрçă вăл вăрçах çав. Çапла вара 1983 çулхи утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче черетлĕ çар операцине тухсан стрелок-радист тивĕçне пурнăçлакан пирĕн ентешĕн çар-десант машини тăшманăн вут-çулăмĕ айне лекет. Тан мар çапăçура йывăрлăха пăхмасăрах пирĕн экипаж ума лартнă тĕллеве пурнăçлать, анчах... Çапăçу вĕçленсен юлташĕсем Михаил Михайловичпа хăйсен командирĕ пуç хунине ăнланаççĕ. Вĕсене Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă. Михаил Самойлова Ситуккасси çăви çине пытарнă, вăл çуралса ÿснĕ çурт çине Асăну хăми вырнаçтарнă.
Ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче Москакасси шкулĕнче иртнĕ виçĕ енлĕ спорт ăмăртăвĕ пирĕн ентеш паттăрлăхне упрама, эпир ăна манманнине çирĕплетме май парать. Ăмăртăва Афганистанти çар операцине хутшăннисен округри канашĕн председателĕ Константин Петров уçрĕ. Вăл хăйĕн сăмахĕнче инçете юлса пыракан çак вăрçăна хутшăннисем паянхи çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăни, хамăр çĕршыв историне юратни пирки, унпа эпир мăнаçланма пултарни çинчен каларĕ.
Пухăннисене çавăн пекех округри «Çамрăк техниксен станцийĕн» директорĕ С. Налимов, Москакасси шкул директорĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Е. Ильина, Михаил Самойловăн çывăх тăванĕ В. Самойлова саламларĕç. Вĕсемпе пĕрлех интернационалла тивĕçе пурнăçлама хутшăннă ветерансем паянхи ăру Михаил Михайловича манманнине пысăка хурса хакларĕç. Çакăн пек мероприятисем çамрăксене тĕрĕс воспитани пама пулăшни пирки никамăн та иккĕленÿ пулмарĕ. Кун хыççăн ăмăртăва пынисем хамăр ентеше чысласа пĕр минут шăп тăчĕç.
Ăмăртăва Муркаш муниципалитет округĕнчи 19 шкул команди хутшăнчĕ. Кашниех хăйсем маттур пулнине ăмăртура çирĕплетрĕ. Çĕнтерÿçĕсем медальсемпе Хисеп грамотисене тивĕçрĕç. Ăмăртăвăн чи çамрăк участникĕсене чыслани уйрăмах асра юлчĕ. Пурăна киле вĕсем спортра пысăк çитĕнÿсем туса çĕршыв хÿтĕлевне тăма хатĕрри курăнчĕ.
Марина ВАСИЛЬЕВА.
Август 2026 |
