64 çулти хĕрарăм хăйĕн аппăшне хĕненĕ. Çавăншăн ăна РФ КоАпĕн 6.1.1 статйипе административлă яваплăха кĕртнĕ.
64 çулти хĕрарăмран мораль тĕлĕшпе сиен кÿнишĕн компенсаци шыраса илме сăлтав çителĕклĕ. 67 çулти хĕрарăма сипленме, тĕрлĕ эмел, медицина изделийĕсем туянма тивнĕ. Сиплев тĕлĕшпе вăл 21 пин тенкĕ укçа тăкакланă.
Муркаш район сучĕн йышăнăвĕпе район прокурорĕн требованине тивĕçтернĕ, 25 пин тенкĕ укçа шыраса илме йышăннă.
Суд йышăнăвĕ саккунлă вăя кĕнĕ хыççăн ăна суд приставĕсем патне тăратĕç, енчен те 64 çулти хĕрарăм ăна хăйĕн ирĕкĕпе пурнăçлама килĕшмест пулсан.
Анатолий КАЮКОВ, район прокурорĕн тивĕçне пурнăçлаканĕ.
Август 2026 |
