Вырăнта пурăнакан 42 çулти хĕрарăм тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Вăл РФ УК 116.1 статьян 2 пайĕнчи йĕркене пăснине çирĕплетме сăлтав çителĕклĕ.
Суд çапла палăртнă. 2025 çулта ноябрĕн 22-мĕшĕнче, каçхине, хĕрарăм ÿсĕр пулнă. Вăл хунямăшне çÿçрен çавăрса тытнă та пĕр хутчен пуçран çапнă, тепре – хулпуççирен. Çапла майпа çамрăк хĕрарăм аслă çулхи çынна ыраттарнă тата кÿрентернĕ.
Судра хĕрарăм хăйĕн айăпне йышăннă, хăйне йĕркесĕр тытнине ÿсĕр пулнипе сăлтавланă.
Суд патшалăх айăплавçин шухăшне тата судпа айăпланакан хĕрарăмăн çав вăхăт тĕлне унчченхи айăплав та пуррине шута илнĕ, ăна 5 уйăхлăх ирĕкрен хăтарма йышăннă.
Приговор саккунлă вăя кĕмен.
Август 2026 |
