Кӗҫех ҫул юсама пуҫлӗҫ

Категория: Общество Опубликовано: 24.04.2026, 09:36 Просмотров: 189

Кӑҫал Муркаш округӗнче 1,25 ҫухрӑм тӑршшӗ «Мӑн Шашкар – Мемеккасси – Хунтӑкасси» автомо­биль ҫулне юсӗҫ.

Ӑна юсама округри ҫул-йӗр фондӗнчен 9,6 млн тенкӗ уйӑрнӑ.

Уйрӑм предпринимательпе И.П. Шишкинпа контракта округ администрацийӗ март уйӑхӗн 13-мӗшӗнче тунӑ. Подрядчик июлӗн 1-мӗшӗччен мӗнпур ӗҫе вӗҫлеме сӑмах парать.

Юсав ӗҫӗсем «Хӑрушлӑхсӑр ҫулсем» парти проекчӗн тӗллевӗсемпе тӳрремӗнех ҫыхӑннӑ. Ҫул-йӗре пахалӑхлӑ ҫӗнетни транспортпа усӑ курма май пуррине лайӑхлатӗ кӑна мар, ҫула тухакансемшӗн – водительсемшӗн, пассажирсемшӗн тата ҫуран ҫӳрекенсемшӗн – хӑрушсӑрлӑх шайне те самай ӳстерӗ.

Нумаях пулмасть «Чувашупрдор» КУ представителӗ Олег Марков, подряд организацийӗн представителӗ Вадим Коваленко тата Муркаш округӗн администрацийӗн территорисене тирпей-илем кӗртессипе тата аталантарассипе ӗҫлекен управлени пуҫлӑхӗн ҫумӗ – строительство, ҫул-йӗр хуҫалӑхӗпе ЖКХ пайӗн пуҫлӑхӗ Валерий Фомин асӑннӑ объектра пулчӗҫ.

Хальхи вӑхӑтра ҫанталӑк япӑх тӑнине кура ӗҫе пуҫӑнман-ха. Подрядчик ҫанталӑк тирпейленнӗ хыҫҫӑн, апрель уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен палӑртнине пурнӑҫлама тытӑнӗ.

Подряд организацине юсав ӗҫӗсене вӑхӑтра ирттерме тата ҫул-йӗр пахалӑхне ӳстерме сӗнӳсем панӑ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6