Чăваш чĕлхине, халăх йăли-йĕркине упрар

Категория: Общество Опубликовано: 24.04.2026, 09:35 Просмотров: 187

Апрелĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Респу­бликипех Чăваш чĕлхи кунне паллă тăватпăр. Çак куна ирттересси Иван Яковлевич Яковлевăн çуралнă кунĕпе çыхăннă. Ăна халалласа чăвашлă­ха упраса хăварассипе тĕрлĕ шайра мероприятисем ирттереççĕ. Ку уява пирĕн регионта кăна мар, чăвашсем йышлă пурăнакан вырăнсенче – Тутар­станпа Пушкăрт Республикисенче, Са­марăпа Ульяновскра тата ытти тăрăхра та анлăн паллă тăваççĕ.

Чăваш чĕлхин кунне 1992 çулта уявлама йышăннă. Пирĕн тăван чĕлхен пĕлтерĕшĕ пысăк, янăравлăн илтĕнет. Чăваш регионĕнче вăл вырăс чĕлхипе танах патшалăх чĕлхи шутланать.

Атте-анне чĕлхи – тăван чĕлхе. Çавăнпа та хамăрăн чăваш чĕлхине упрамаллах. Йăх-несĕлсен чĕлхине, йăли-йĕркине аслисен ачасене шкулта вĕрентсе пымалла. Иван Яковлев халалĕ ахальтен кăна мар, вăл пулас ăрусене тăван чĕлхене упрама пилленĕ. Çак халала халĕ пурнăçласа пыраççĕ.

Пирĕн округра та асăннă кун шайĕнче тĕрлĕ мероприяти иртет. Тури чăвашсен музейĕнче апрелĕн 22-мĕшĕнче Чăваш чĕлхин кунне халалласа «Чунран тухнă сăмахсем» ятпа сăвă конкурсĕ пулчĕ. Унта харпăр хăй чăвашла хайланă сăвă авторĕсем хутшăнчĕç, вăл шутра – шкулта вĕренекенсем те, аслисем те. Пирĕн хушăра талантлă çын сахал мар. Конкурса чăваш поэзийĕ патне туртăнма хавхалантарас, литература ăсталăхне сарас тĕлĕшпе йĕркеленĕ.

Конкурса пĕтĕмпе вун çичĕ автор хутшăнчĕ, чылайăшĕ чăваш тумĕпе килнĕ. Кашниех хăйĕн сăввине маттур вуласа пачĕ. Сăвă авторĕсем хушшинче кĕнеке пичетлесе кăларнисем те, çак ĕçе тума хатĕрленнисем те пур.

«Тавах музей ĕçченĕсене пире валли чăн-чăн уяв туса панăшăн. Паян эпир пĕр-пĕрин сăввисемпе паллашрăмăр, хамăра чăн чăвашла туйрăмăр. Малашне те ку конкурса ирттересси йăлана кĕрессе шанатпăр», – терĕç сăвă çыракансем.

Пĕтĕмлетÿ икĕ ÿсĕмре пулчĕ. Музей ертÿçи конкурсантсене тав турĕ, çак йышра ачасем пурришĕн уйрăмах савăннине пĕлтерчĕ.

«Чунран тухнă сăмахсем» сăвă конкурсĕнче пĕрремĕш вырăна тухнă Лариса Сергеевăн сăввисемпе паянхи номерте паллаштаратпăр.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6