Вырăнти пурнăç вырăнти влаç органĕсемсĕр мĕнле пулассине пирĕнтен никам та шутлама пултараймасть. Çынсен кирек епле ыйтăвне татса парассипе те вĕсем яланах яваплă пулса тăраççĕ. Çак эрнере округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе Лилия ТАРАСОВĂПА тĕл пултăмăр. Лилия Юрьевна вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен паянхи пурнăçри пĕлтерĕшĕпе вырăнĕ пирки сăмах пуçарчĕ:
– Раççей патшалăх уявĕ сахал мар. Вырăнти хăй тытăмлăх кунĕ вĕсем хушшинче – çамрăккисенчен пĕри. Ăна РФ Президенчĕн указĕпе килĕшÿллĕн 2013 çултан тытăнса паллă тăваççĕ.
Апла пулин те, историе пăхас пулсан, унăн тымарĕсем Раççей аталану çулĕпе тачă çыхăнни курăнать. 1785 çулхи апрелĕн 21-мĕшĕнче Иккĕмĕш Кĕтерне патша «Жалованная грамота городам» документа алă пуснă. Çакă малалла пирĕн çĕршывра вырăнти хăй тытăмлăха аталантарса пыма май панă. Иккĕмĕш Александр патша влаçра чухне земство тата хула реформисене ирттернĕ. 1864 çулта земство учрежденийĕсем çинчен калакан положение йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн çынсем суйлакан кĕпĕрне тата уес земство пухăвĕсене туса хунă. Вĕсем вырăнсенче хуçалăх ыйтăвĕсене татса парассипе ĕçленĕ.
Пирĕн ăнлаври ял Совечĕсене вара советсен пĕрремĕш Конституцийĕпе 1918 çулта йĕркелеме тытăннă.
Федерацин 2025 çулхи мартăн 20-мĕшĕнчи 33-ФЗ номерлĕ «ОБ ОБЩИХ ПРИНЦИПАХ ОРГАНИЗАЦИИ МЕСТНОГО САМОУПРАВЛЕНИЯ В ЕДИНОЙ СИСТЕМЕ ПУБЛИЧНОЙ ВЛАСТИ» Саккунĕ вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелессин пĕрлехи право, территори, йĕркелÿ тата экономика принципĕсене çирĕплетрĕ, вĕсене пурнăçа кĕртессин патшалăх гарантийĕсене палăртрĕ.
Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен паянхи тивĕçĕсемпе задачисем тĕрлĕ енлĕ пулин те, вĕсене пурне те пĕр ыйту пĕрлештерсе тăрать. Ку вăл – çынсен кулленхи ыйтăвĕсене татса парасси, пурăнма хăтлăрах та меллĕрех условисем туса парасси. Пурнăç вара пĕр вырăнта тăмасть. Çавна май вăл вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем умне те çĕнĕрен çĕнĕ задачăсем кăларса тăратать. Çавăнпа вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче вăй хуракансен куллен хĕрÿ ĕçре, шыравра пулма тивет.
Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçне-хĕлне çак вăхăта округ шайĕнче округ администрацийĕ, депутатсен 20 депутатран тăракан округ Пухăвĕ туса пыраççĕ. Вырăнсенче 16 территори пайĕ йĕркеленĕ. Ялсенчи 200 ытла староста та вырăнти хăй тытăмлăх ĕçне тÿрремĕнех хутшăнать. Вĕсем пĕр-пĕринпе тата вырăнта пурăнакансемпе пĕрле çыхăнса ĕçлесе пынинчен килет те ĕнтĕ пĕрлехи ăнăçу, ÿсĕм.
Пурте курса тăратпăр, вырăнсенче паян кая хăвармасăр татса памалли ыйтусем те, задачăсем те пайтах. Ку вăл яланах çапла пулнă, пулĕ те. Анчах та хальхи вăхăтра вĕсене татса пама майĕсем те лайăхланса пынине уйрăммăн палăртнă пулăттăм. Ку тĕллевпе вырăнта пурăнакансен пуçарулăхне çул парассине çĕршыв шайĕнчех малти вырăна кăларса пыраççĕ. Ку тĕлĕшпе курăмлă тĕслĕх – «Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула таврашĕ» федераци программи шайĕнче 2026 çулта хăт кĕртме палăртакан объектсене суйласа илме граждансем хушшинче сасăлав ирттересси. Сăмах май, сасăлав апрелĕн 21-мĕшĕнче пуçланчĕ. Вăл июнĕн 12-мĕшĕччен пырать. Округра пурăнакансем Муркашра Октябре 50 çул урамра туса ирттерме палăртакан хăтлăх ĕçĕсемшĕн активлă сасăласса шанас килет.
Хăтлăх ĕçĕсем яланах малти вырăнта шутланнă. Ку енĕпе вырăнти ыйтусене татса парассипе «Ниме» пуçарулăх бюджечĕн мелĕпе те çуллен анлăн усă курма тытăнчĕç. Çынсем хăйсем те хутшăннипе çулсене вак чул сарса тикĕслеççĕ, ача-пăча тата спорт площадкисем йĕркелеççĕ, урам хушшисене çутатмалла тăваççĕ, шыв башнисемпе пăрăхсене çĕнетеççĕ, палăксемпе кану вырăнĕсене йĕркене кĕртеççĕ тĕ ыт. те. Кăçал 86 проект пурнăçламалла.
Раççей тата республика шайĕнчи программăсемпе проектсене хутшăннипе паян ялта тĕрлĕ сферăра пулса иртекен улшăнусене те пурте лайăх куратпăр. Çакă вара чи малтанах вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен пуçарулăхĕпе çыхăннă.
Çапла, пĕлтерĕшлĕ ыйтусем çителĕклипех. Пурте вĕсем хамăрăн кулленхи пурнăçа меллĕрех те хăтлăрах тăвассипе çыхăннăскерсем. Апла пулсан хамăрăн малашлăхшăн хамăрăнах пĕрле тăрăшас пулать.
Май килнипе усă курса вара вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертÿçисене, вĕсен ĕçченĕсене, ку ĕçри ветерансене, тĕрлĕ вăхăтра ĕçленĕ депутатсене, округри хастар та пуçаруллă мĕнпур ентеше уявпа саламласа тав сăмахĕ калатăп, çирĕп сывлăх сунатăп. Пĕрле пулсан эпир кирек епле ыйтăва та татса пама пултарăпăр.
А. ИВАНОВ.
Август 2026 |
