Алла Салаева: «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейӗн» малтанхи сасӑлавне документсем панӑ

Категория: Общество Опубликовано: 24.04.2026, 09:31 Просмотров: 203

Чӑваш Енре «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейӗн» малтанхи сасӑлавне хатӗрленесси малалла пырать: ҫын­сем кандидатсене хӑйсем палӑртаҫҫӗ, регионти пуҫарусене партин Халӑх программине кӗртеҫҫӗ.

«ПӖРЛӖХЛӖ РАҪҪЕЙ» ТӖСЛӖХ КӐТАРТАТЬ

Чӑваш Енре «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин электронлӑ малтанхи сасӑлавне хутшӑнма документсем йышӑнасси малалла пырать. Шупашкарти 43-мӗш пӗр мандатлӑ округпа Патшалӑх Думине суйланма йышӑну тунине хальхи депутат Алла Леонидовна Салаева пӗлтернӗ. Документсене вӑл апрель уйӑхӗн 10-мӗшӗнче панӑ.

Пӗрремӗш хут «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» ҫак процедурӑна 2009 ҫулта ирттернӗ. Ун чухне ҫак утӑма чылай политика оппоненчӗ шанмасӑртарах кӗтсе илнӗ. Анчах вӑхӑт иртнӗҫемӗн паллӑ пулчӗ: механизм ӗҫлет, результат парать. Паян конкурентсем те ҫак процедурӑн тухӑҫлӑхне йышӑнаҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри опыта йышӑнма тӑрӑшать, анчах, экспертсем хакланӑ тӑрӑх, аякри евӗрлӗх ҫеҫ пулса тухать.

 УҪӐ ТА ДЕМОКРАТИЛЛӖ

Документсем панӑ хыҫҫӑн кандидатсене малтан суйламалли процедурӑна Алла Леонидовна ҫапла хакланӑ. – «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей » – суйлава малтан сасӑланӑ хыҫҫӑн ҫеҫ каять, ҫынсен шухӑшне шута илекен пӗртен-пӗр парти. Ҫакӑ процеса уҫӑ та тӳрӗ тӑвать, – палӑртрӗ вӑл. Процедурӑн тӗп лайӑх енӗ – кандидатсене анлӑ тата ӑнланса суйласа илесси. Вӑл пур шайра та – вырӑнтинчен пуҫласа федераци шайне ҫити – усӑ курать.

Апрель уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗркунне Патшалӑх Канашӗ те ҫӗнелет, Чӑваш Енре 225 заявка панӑ, вӗсенчен 212-шне регистрациленӗ ӗнтӗ. Патшалӑх Думин суйлавӗнче те пысӑк конкуренци кӗтет. 43- мӗш округпа кӑна документсене ҫичӗ п претендент панӑ та. Тата тепӗр пысӑк лайӑх ен – пурте усӑ курма май пурри. 18 ҫултан аслӑрах кирек мӗнле гражданин та хутшӑнма пултарать. Ӑнланмалла чарусем пур: урӑх партире тӑма юрамасть судпа айӑпланма е иноагент пулма юрамасть.

Сӑмах конкретлӑ мерӑсем пирки пырать: ҫемьесен нумай функциллӗ центрĕсене уҫасси, тин ҫуралнӑ ачасем валли тӳлевсӗр прокат пункчӗсем, виҫӗ ҫула ҫитмен ачасене кӗске вӑхӑтлӑха пӑхмалли ушкӑнсем йӗркелесси. Ҫавӑн пекех сывлӑх сыхлав учрежденийӗсене ҫӗнетме тата репродуктивлӑ диспансеризаци программисене анлӑлатма сӗнеҫҫӗ. Ансӑр специалистсем хутшӑннипе тухса ҫӳрекен медицина бригадисене аталантарас пуҫарӑва уйрӑммӑн палӑртнӑ – чи малтан муниципалитетсенче ӗҫлеме. – Манӑн ӗҫ вӑй илсе пырать. Социаллӑ сферӑна малалла та уйрӑмах тимлӗх уйӑрма палӑртатӑп, – палӑртрӗ депутат. – Ҫынсемпе тӑтӑшах тӗл пулса тӳрремӗнех калаҫатӑп. Пӗтӗм ӗҫ – малта.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6