Тавралӑха тирпей-илем кӗртме

Категория: Общество Опубликовано: 24.04.2026, 09:10 Просмотров: 209

 Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑтлӑх кӗртессишӗн Пӗтӗм Раҫҫейри сасӑлав пуҫланни пирки пӗлтерчӗ: республикӑра пурӑнакансем 26 обще­ство лаптӑкне суйлӗҫ.

 Раҫҫейре «Пурнӑҫ валли инфраструктура» нацпроектӑн «Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн тирпей-илем кӗртмелли общество территорийӗсене суйлас енӗпе ҫулсерен иртекен онлайн-сасӑлав пуҫланчӗ. Ӑна Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Пӗтӗм Раҫҫейри III «Пĕчĕк тӑван ҫӗршыв – Раҫҫей вӑйӗ» муниципаллӑ форумра старт пачӗ. Сасӑлав апрель уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен пуҫласа июнь уйӑхӗн 12-мӗшӗччен пырӗ. Хуласемпе ялсенче пурӑнакансен ҫитес ҫул тирпейлемелли зонӑсене палӑртмалла пулать. Вӗсем хушшинче – парксем, скверсем, ҫыран хӗррисем, ача-пӑча тата спорт площадкисем.

Олег Николаев республикӑра пурӑнакансене сасӑлава хутшӑнма чӗнсе каларӗ: «Ҫитес ҫул мӗнле общество лаптӑкӗсене хӑтлӑлатассине шӑпах сирӗнпе пӗрле палӑртӑпӑр. 2019 ҫултанпа эпир 295 территорие – парксене, скверсене, ҫыран хӗррисене, ача-пӑча тата спорт площадкисене – тирпей-илем кӗртрӗмӗр ӗнтӗ. Ку ӗҫе малалла тӑсӑпӑр. Сирӗн хастарлӑха шанатӑп, тусӑмсем!»

Сасӑлава регионта 14 ҫултан аслӑрах кирек хӑш ҫын та хутшӑнма пултарать. Кун валли «Госуслуги» аккаунчӗ урлӑ zagorodsreda. gosuslugi.ru платформӑна кӗмелле те кӑмӑла каякан объекта суйламалла.

Кӑҫал ҫынсене суйлама республикӑри мӗнпур 23 хула тата муниципаллӑ округра 55 объект тӑратнӑ. Округа кура сасӑлава тӗрлӗрен йӗркеленӗ. Сӑмахран, Шупашкар ҫыннисен 20 территорирен виҫҫӗшне суйламалла.

Пирӗн округра пурăнакансен Муркашра Октябре 50 çул урамра туса ирттерме палăртакан хăтлăх ĕçĕсемшĕн сасăламалла.

Кӑмӑла каякан территорие волонтерсем урлӑ та суйлама пулать. Доброволецсен штабӗсем кашни хуларах, округрах ӗҫлеҫҫӗ. Волонтерсене федераци проекчӗн символикиллӗ ятарлӑ хатӗрӗсемпе пӗлме ҫӑмӑл. Паянхи куна сасӑлава 700 ытла доброволец хутшӑнать: вӗсем ҫынсене объектсемпе паллаштарӗҫ, сасӑлама пулӑшӗҫ.

Сасӑлав итогӗсем июнь уйӑхӗн 12-мӗшӗнче – Раҫҫей кунӗнче – паллӑ пулӗҫ. Сасӑлатпӑр!

Пӗлме: «Пурнӑҫ валли инфраструктура» нацпроектӑн «Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси» федераци проекчӗ 2019 ҫултанпа пурнӑҫланать. Ҫак хушӑра Чӑваш Енре 295 общество лаптӑкне хӑтлӑлатнӑ. Кӑҫал республикӑри хуласемпе ялсенче тата 25 территорие – ҫынсем пӗлтӗр сасӑланисене – йӗркене кӗртӗҫ. Ун чухне сасӑлава 140 пин ытла ҫын хутшӑннӑ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6