Сире професси уявӗпе саламлатӑп!
Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх – влаҫпа халӑх хушшинчи шанӑҫлӑх никӗсӗ. Шӑпах эсир ҫынсен кулленхи пурнӑҫӗпе нуши-тертне лайӑх пӗлсе тӑратӑр. Территорисене аталантарассипе ҫыхӑннӑ чи ҫивӗч ыйтусене татса панӑ чухне те вырӑнти ҫынсем чӑн малтанах сирӗнтен пулӑшу кӗтеҫҫӗ. Эсир пур ыйтӑва татса пама та пулӑшатӑр.
Сирӗн ӗҫе пурнӑҫлама професси ӑсталӑхӗ кӑна мар, ҫын нушине чунпа туйма пӗлни, тимлӗх тата хастарлӑх кирлӗ. Эсир пурнӑҫ пахалӑхӗпе тӳрремӗн ҫыхӑннӑ ыйтусене – халӑх пурӑнакан вырӑнсене тирпей-илем кӗртесси, ҫулсем тӑвасси тата вӗсене юсасси, пурӑнмалли ҫӗнӗ ҫуртсем хута ярасси, социаллӑ пулӑшу парасси – татса паратӑр. Ҫирӗплетнӗ кашни йышӑну – территоришӗн, унта пурӑнакан ҫынсен шӑпишӗн хӑвӑр ҫине илнӗ яваплӑх. Эсир ҫав ӗҫе тивӗҫлипе пурнӑҫласа пыратӑр.
Сирӗн пуҫарулӑхӑра тата хастарлӑхӑра пула пирӗн хуласемпе ялсем ҫӗнелсе улшӑнаҫҫӗ. Пурнӑҫӑн хӑтлӑ майӗсене йӗркелеме пулӑшакан пӗлтерӗшлӗ проектсем пурнӑҫланаҫҫӗ. Чӑваш Енре иртнӗ ҫул кӑна «Халӑх бюджечӗ» проект тӑрӑх вырӑнти ҫынсен 3 миллиард тенкӗ ытла калӑпӑшлӑ 1,5 пин ытла пуҫарӑвне тӗрев панӑ. Унсӑр пуҫне муниципалитетсем хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелемелли чи лайӑх проектсен Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӗнче ҫӗнтерни пӗлтӗр Канашри, Сӗнтӗрвӑрринчи, Етӗрнери тата Ҫӗрпӳри обществӑлла хутлӑхсене тирпей-илем кӗртме май пачӗҫ.
Ҫакӑ влаҫпа халӑх тачӑ хутшӑнса ӗҫлени витӗмлӗ кӑтарту кӳнине ӗненмелле ҫирӗплетет.
Сире ӗҫе парӑннӑшӑн, хӑвӑр ҫине яваплӑх илме хатӗр пулнишӗн тата ҫынсен ырлӑхӗшӗн хастарлӑн тӑрӑшнӑшӑн тав тӑватӑп.
Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума хавхаланупа иксӗлми вӑй-хал, ҫывӑх ҫыннӑрсен пулӑшӑвне туйса тӑма тата пархатарлӑ ӗҫӗршӗн ҫынсем сире тав тунине тӑтӑшах илтме сунатӑп.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег НИКОЛАЕВ.
Август 2026 |
