Юнкун Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республикӑра пурӑнакансемпе 24-мӗш «тӳрӗ лини» ирттерчӗ. Икӗ сехет хушши вӑл ҫынсене хумхантаракан ыйтусене хуравларӗ. Ку – ҫул-йӗре ҫурхи шыв-шур хыҫҫӑн юсасси. Ҫавӑн пекех ҫынсене транспорт реформи, сывлӑх сыхлавне ҫӗнетесси, шкулсене юсасси, территорисене тирпей-илем кӗртесси, социаллӑ пулӑшу мерисем кӑсӑклантараҫҫӗ.
«Тӳрӗ линие» 400 ытла ыйту килнӗ. Граждансен телефонпа, социаллӑ сетьсемпе тата «Госуслуги» портал урлӑ малтанах ыйтусем пама май пулнӑ. Колл-центр 168 шӑнкӑрав йышӑннӑ. Трансляци вӑхӑтӗнче Олег Николаев 35 ыйтӑва хуравлама ӗлкӗрчӗ. Эфира тухман ыйтусене профильлӗ министерствӑсемпе ведомствӑсене панӑ. Вӗсенчен кашниех хурав паратех. Палăртмалла, граждансен ыйтӑвӗсемпе часах ҫӗнӗ нормативлӑ актсене тӗпе хурса ӗҫлӗҫ.
«Влаҫӑн ӗҫ тӑвакан органӗсемпе муниципалитетсем пурте тивӗҫлӗ задачӑсем илӗҫ. Граждансен кашни ыйтӑвне ведомствӑсен полномочийӗсен шайӗнче палӑртмалла, тишкермелле, пурнӑҫа кӗртмелле. Эпир чиновниксен ответлӑхне те пӑхса хӑвартӑмӑр: ыйтӑва оперативлӑ татса пама май ҫук пулсан, сӑлтавсене тӳрӗ кӑмӑлпа ӑнлантармалла, ҫӳлти ертӳлӗх вӑхӑтра мерӑсем йышӑнма пултартӑр», – ӑнлантарчӗ вӑл.
Эфир темисенчен пӗри – ҫурхи шыв-шур лару-тӑрӑвӗ. «Пысӑк шыв» тапхӑрӗ, паллах, иртнӗ, анчах сиенӗ пур-ха. Регионта ҫуртсем, уйрӑм хуҫалӑхсем, ял хуҫалӑх ҫӗрӗсем шар курнӑ. Хальхи вӑхӑтра РСЧС территори тытӑмӗн органӗсемпе вӑйӗсем пысӑк хатӗрлӗх мелӗпе ӗҫлеме пӑрахмаҫҫӗ. Оперативлӑ ушкӑнсен ӗҫне йӗркеленӗ.
Республика Пуҫлӑхӗпе калаҫнӑ чухне граждансем «Ниме – халӑх бюджечӗ»
программӑна хускатрӗҫ. Чи малтан мӗн хӑтлӑлатмаллине ҫынсем хӑйсем татса параҫҫӗ. Пӗлтӗр республикӑра ҫакӑн пек проектсем пин ҫурӑ ытла пурнӑҫа кӗртнӗ, 2026 ҫулта вара калӑпӑш ӳсӗ. Пӗтӗмӗшле бюджечӗ 5 миллиард тенкӗ ытла, 1841 пуҫарӑва ырланӑ. Ӗҫсен кашни тапхӑрӗ общественноҫшӑн уҫӑмлӑ пултӑр тесе правительство «халӑх тӗрӗслевӗн» тытӑмне ӗҫе кӗртет.
Ҫурт-йӗр темипе нумай ыйту пулчӗ. Республикӑра авариллӗ фондран ҫынсене куҫарасси малалла пырать. Улталаннӑ пайҫӑсемпе ҫыхӑннӑ лару-тӑру та Чӑваш Ен Правительствин уйрӑм тӗрӗслевӗнче юлать.
Ҫынсене транспорт реформи, муниципалитетсем хушшинчи маршрутсем питӗ хумхантараҫҫӗ. Ҫавӑнпа ҫулсене юсас ыйту
актуаллӑ пулса юлать, уйрӑмах юр ирӗлнӗ хыҫҫӑн.
Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен ҫывӑх ҫыннисене пулӑшас тема та янӑрарӗ. Пуҫлӑх хушнипе республикӑра комплекслӑ пулӑшу тытӑмӗ туса лартнӑ. Олег Николаев хӳтӗлевҫӗсемшӗн тӑрӑшасси правительствӑшӑн пӗлтерӗшлӗ пулнине, вырӑнсенче сиксе тухакан кирек мӗнле ыйтӑва та кӗске вӑхӑтрах татса памаллине палӑртрӗ.
Ӑс-хакӑл эткерлӗхӗ пирки те калаҫу пулчӗ. Ҫӗршывӑн ытти регионӗнче пурӑнакан ентешсене хӑйсен тӑван культурипе пӗрле туйни пӗлтерӗшлӗ. Олег Николаев хушнипе тата Санкт-Петербургри диаспора пулӑшнипе Нева хулинчи чӑваш культурин кунӗсем иртӗҫ.
«Тӳрӗ линире» уйрӑм ыйтусем те пулчӗҫ.
Август 2026 |
