«Муркаш кирпĕч завочĕ» предприяти туса кăларакан пысăк пахалăхлă кирпĕче Чăваш Енте кăна мар, Тутарстанпа Чулхула облаçĕнче тата ытти тăрăхра лайăх пĕлеççĕ.
Предприятие Алексей Ефимов ертсе пырать. Эпĕ ăна завод ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма ыйтрăм. Халĕ – ăна сăмах:
– Предприяти юлашки çулсенче тĕрлĕ программăна хутшăнса патшалăх пулăшăвĕпе тĕллевлĕ усă курать, çĕнĕ технологисене алла илсе аталану çулĕпе çирĕп пырать. Заводăн производство калăпăшĕ пысăк.
Раççейре производствăна ÿстерессин наци проекчĕ ăнăçлă пурнăçланса пырать. Ку енĕпе лайăх мелсем йĕркеленĕ, компетенцисен федераци центрне туса хунă, çавăн пекех регионсенче компетенци центрĕ ĕçлет. Çак тытăмсем вырăнти продукцие перекетлĕ мелпе туса кăларма, производствăна ертсе пырас ĕçе, логистикăна тата туса кăларнă продукцие сутассине лайăхлатма пулăшаççĕ. Çакă, паллах, пĕтĕмĕшле тупăша ÿстересси çине витĕм кÿрет.
Предприятисене продукцие çĕнĕ рынока кăларма Раççей экспорт центрĕ пулăшать. Маларахри çулсенче Чăваш Енти Промышленноç аталанăвĕн фончĕ урлă предприяти 1 процентлă 65 миллион тенкĕлĕх заема тивĕçнĕ. Пĕтĕмпе вара заводăн инвестици проектне 130 миллион тенкĕ укçа хывнă. Çапла майпа юлашки çулсенче ку предприятие тĕпрен модернизациленĕ.
Проекта хутшăнакан предприятисене хăй вăхăтĕнче «диагностика» тума пулăшнă, çыхăнса ĕçлеме цифра платформи туса хунă. Çак пысăк пулăшупа улшăну предприятие тулли хăватпа тата перекетлĕ ĕçлеме май парать.
Кирпĕч хĕртсе кăлармалли автоматизациленĕ иккĕмĕш номерлĕ кăмакана вырнаçтарма историллĕ кивĕ кăмакана сÿтме тивнĕ. Пĕрремĕш номерлĕ кăмакана та çĕнетнĕ, горелкăсемпе пăрăхсене, вентиляцие улăштарнă. Вентилятор кунта кăна мар, ытти çĕрте те çĕнĕ. Çавăн пекех халĕ предприятин газпа поршень установки те пур.
Çак çĕнĕлĕхсем производствăна эффективлă çĕнĕ шая хăпартма тата тăкаксене пĕчĕклетме май параççĕ. Завод хăвачĕ реконструкциччен çулталăкне 20 миллион кирпĕчпе танлашнă, халĕ кунта кирпĕч туса кăларасси палăрмаллах ÿснĕ. Çут çанталăк газĕпе тата энерги перекетлеме май паракан оборудованипе усă курса кунта кирпĕче типĕтеççĕ, хĕртеççĕ.
Унччен маларахри çулсенче завода кĕрсе çÿремелли лаптăка 1 пин тăваткал метр ытла бетон сарнă, заводăн çивиттине 1500 тăваткал метр улăштарнă. 1972 çулта хута янă предприяти сăн-сăпачĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тĕпрен çĕнелнĕ.
Оборудованисене çĕнетнĕ май, предприяти рельефлă кирпĕч те кăларма тытăннă. Ăна типĕтес процесс лайăхрах пулса пырать, унăн пахалăхĕ тата марки ахаль кирпĕчрен пысăкрах.
Заводра Раççейре туса кăларнă тата ют çĕршыв производствинчи çĕнĕ йышши ятарлă техникăпа, автомашинăпа усă кураççĕ. Предприяти шалти рынок валли ĕçлет. Хатĕр продукцие хамăр тăрăхра та, округ тулашĕнче те, ытти регионта та кăмăлласах туянаççĕ. Вăл шутра – Шупашкарпа Йошкар-Ола, Мускав хулисем, Чул хулапа Ульяновск облаçĕсенчи ял-хуласенчи пысăк предприятисем. Çавăн пекех уйрăм çынсем те туянаççĕ.
Завод производствăра таса кăвак тăмпа усă курать. Çак вăхăт тĕлне предприяти ГОСТпа килĕшÿллĕ тулли ăшлă яка тата хушăклă ăшлă рельефлă М100, М125, М150 маркăллă кирпĕчсем кăларать.
Муркашсен кирпĕчне цоколь, фундамент, шалти стена купаланă, камин тунă çĕрте усă кураççĕ. Кирпĕч завочĕн продукцине йăлтах сертификациленĕ, вăл санитарипе эпидемиологи нормипе килĕшсе тăрать. Продукци пахалăхне квалификациллĕ специалистсем тĕрĕслесе йышăнаççĕ. Предприяти тавара кирлĕ çĕре вăхăтра çитерсе парать.
Заводра халĕ икĕ сменăпа 100 яхăн çын ĕçлет. Предприяти тепĕр кăмака хута яма, виççĕмĕш смена уçма хатĕрленет. Çавна май паянхи куна 15 ваканси уçă шутланать, вăл шутра водительсем, сортировщиксем, садчиксем, операторсем кирлĕ пире.
Ĕçлекенсем валли хавхалантару мелĕсем пăхса хунă. Саккунпа соцпакета мĕн кĕртнĕ – пирĕн патра йăлтах пур. Пысăк укçа шыраса аякка каймасăрах хамăр патра та япăх мар ĕçлесе илме пулать. Ĕçлекенсен ĕç условине кунта самай çăмăллатнă.
Предприятире ĕç укçине тÿлесси яланах палăртнă вăхăтра пулса пырать. Шалăва уйăхра икĕ хутчен тÿлеççĕ.
Çитес вăхăтра тумалли ĕç те сахал мар пирĕн. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса садчиксен ĕçне çăмăллатма палăртатпăр, ăна июль уйăхне плана кĕртнĕ. Строительсен кунне кĕтсе илсе садка участокне роботизацилемелле проект пурнăçланса пырать. Çак ĕçĕн хакĕ 80 миллион тенкĕ (СМР пĕрле). Ку проект ĕçлекенсен ал ĕçне çăмăллатма, ĕç тухăçлăхне ÿстерме, ĕç условине лайăхлатма май парĕ.
Çавăн пекех линисене автоматизацилемелле, ĕçлекенсен условине лайăхлатмалла. Ĕçлес текенсене хамăр патра кĕтетпĕр.
Çапла ĕçлесе пырать Муркашри кирпĕч завочĕ.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
