Чăваш Енре ача çуралнăшăн вăхăтра укçа тÿлессине Раççей Социаллă фончĕн республикăри уйрăмĕ кун йĕркинче çирĕп тытса пырать. 2026 çулта пĕр хут паракан çак пулăшăва пирĕн республикăра 937 çемье илнĕ те ĕнтĕ.
Çак пулăшăва ашшĕ-амăшĕ, ачана усрава илнĕ çын е опекун хăй ăçта ĕçленине тата тупăшне пăхмасăрах тивĕçме пултарать.
Чăваш Республикинче ача çуралнăшăн пĕр хут паракан пособие Социаллă фондăн регионти уйрăмĕ тÿлет. Унăн виçи пирĕн республикăра 28450,45 тенкĕпе танлашать. Çулталăк пуçланнăранпа çак пулăшупа 937 çемье усă курма пултарнă. Танлаштарма, 2025 çулта асăннă йĕркепе 6200 çемье пулăшу илнĕ.
Çемьере ача çуралнă хыççăн ĕçлекен ашшĕ-амăшĕн пособи илме заявка çырмалла мар – Раççей Социаллă фончĕн республикăри уйрăмĕ ЗАГСран пĕлтернипе усă курса ăна хăех çирĕплетет. Ĕçлемен ашшĕ-амăшĕ ку пулăшупа усă курма ыйтса Раççей Социаллă фончĕн республикăри уйрăмне заявленипе тухать. Ача çуралнине çирĕплетекен патшалăх регистрацийĕн документне илнĕ хыççăн пособие вĕсен çемйине 10 ĕç кунĕ хушшинче тÿлеççĕ.
Пособи илме çак документсем кирлĕ:
– ача çуралнин свидетельстви;
– ашшĕ-амăшĕн ĕç вырăнĕнчен ку пособие илменни çинчен справка;
– ашшĕ-амăшĕн ĕç вырăнĕнчи справки;
– куçăмсăр вĕренеççĕ пулсан, ăна çирĕплетекен справка;
– пособие ашшĕ те, амăшĕ те ыйтать пулсан, мăшăрне ашшĕ-амăшĕн прависĕр хăварни, вилнĕ пулсан çакна çирĕплетекен свидетельство кирлĕ;
– ачана усрава илнĕ пулсан – суд йышăнăвĕн копийĕ;
– опекунăн ачана опекăна илни çинчен калакан документ пулмалла.
Документсене ача çур çул тултариччен патшалăх услугисен порталне е МФЦна памалла.
Хамăр инф.
Август 2026 |
