Çапла пĕтĕмлетрĕç хăйсен калаçăвне техника тĕрĕслевне пĕтĕмлетсе Катькас территори пайĕнче пурăнакан, харпăрлăхра тĕрлĕ трактор тытакан, вĕсене çур акине хатĕрлекен механизаторсем. Пурте çак шайра мар пулĕ, анчах ытларахăшĕ умри çур аки унта хутшăнакансенчен пысăк тимлĕх ыйтнине ăнланса ĕçленине ырламалла çеç. Çур аки – çĕр ĕçченĕ кĕтнĕ вăхăт. Кунта чи малти вырăнта уй-хир ĕçне тухакан техникăна вăхăтра техосмотр тăратни тăрать. Вăл паян нумай хуçалăх ертÿçишĕн, инженерсемпе механизаторсемшĕн – тĕп тĕллевре.
Иртнĕ эрнере эпир малтанах Орининти Роза Наумова ертсе пыракан хресчен (фермер) хуçалăхĕнче пултăмăр. Тăрăшуллăскерсем иртнĕ кĕркунне 100 гектар кĕрхи тулă акса хăварнă. Анчах умри çур акире те хуçалăхăн ĕç калăпăшĕ пĕчĕк мар: кĕске вăхăтра вĕсен кĕртри пуссисене сÿрелесе нÿрĕк тытса хăвармалла, апатлантармалла. Кунсăр пуçне çурхи культурăсене тепĕр 100 гектар акасси те – умри ĕç. Кунпа пĕрлех фермер хуçалăхĕн ертÿçи çитес кĕр аки валли çĕр хатĕрлессине те паянах тишкерет.
– Çур аки валли кăçал тĕплĕ хатĕрлентĕмĕр. Кĕрхисене апатлантарма минераллă удобрени çитсе пынине пăхмасăрах татах туянмалли пур-ха. Çуртри вăрлăхĕсене пĕрлехи тăрăшулăхпа ака кондицине çитертĕмĕр, сĕрмелли-çунтармалли материал янтăларăмăр. Эсир сăн ÿкерчĕкре (сулахайран сылтăмалла) куракан Даниил Наумов, Виталий Наумов тата вĕсен ĕçне йĕркелесе пыракан Сергей Наумов хăйсен ĕç планне пĕлеççĕ, çурхи ака-сухана тухма вĕсем хатĕр, – терĕ Роза Ивановна çак кунсенче 5 тракторпа 2 прицепа техника тĕрĕслевне тăратма пултарнишĕн савăнса.
Асăннă кун, Наумовсем пекех, Катькас территори пайĕнчи Андрей Горланов фермер та, хăй тĕллĕн ĕçлекен тата ял çыннисене çĕр ĕçĕнче пулăшакан Эдуард Ивановпа Владимир Клопов механизаторсем те, 43 çул тракторпа туслă тата юлашки чĕрĕк ĕмĕрте хресчен (фермер) хуçалăхĕ тытса пыракан, ытларах выльăх апачĕ янтăлассипе тăрăшакан Анатолий Клопов та хăйсен харпăрлăхĕнчи техникăн çурхи экзаменне çирĕп хатĕрленнĕ. Çавăнпах вĕсенчен кашниех савăк кăмăлпа хăйсен тракторĕсемпе çурхи уй-хире тухма ирĕк илчĕç.
Кун хыççăн эпир Катькасри «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикине çитрĕмĕр. Кунта пире тĕп инженерăн çумĕ Сергей Деменчук кĕтсе илчĕ. Фабрика ертÿçисем, инженери служби тата механизаторсем тăрăшса ĕçленипе çак кун асăннă коллективра 7 трактор техника тĕрĕслевĕн экзаменне ăнăçлă тытса ĕçе тухма ирĕк илчĕ. Вĕсем хушшинче: Геннадий Алексеевăн, Константин Васильевпа Сергей Лебедевăн, Сергей Кирилловăн тракторĕсем. Механизаторсем хăйсен «хурçă учĕсене» тирпейлĕ пăхни кашнин патĕнчех палăрчĕ.
– Хамăрăн коллективра техника пĕлтерĕшне тĕп вырăнта тытатпăр. Çавăнпах ĕçлекен механизаторсем те пирĕн çителĕклĕ. Вĕсемпе тăтăшах ĕç хăрушсăрлăхĕн инструктажне ирттерни механизаторсенче яваплăх туйăмне ÿстерет. Çапла вара кашни ĕç смени хыççăн механизаторсем хăйсен «хурçă учĕсене» çуса тасатса управа лартаççĕ. Ăна валли фабрикăра услови çителĕклĕ. Тăрăшса ĕçлекенсем тĕлĕшпе хавхалантару та пĕчĕк мар, – терĕ механизаторсен ĕçĕпе хăй килĕшнине палăртса тĕп инженер çумĕ Сергей Вячеславович.
Фабрика тракторсен паркне тăтăшах çĕнетсе тăрать. Çавăнпа паян кунта тĕрлĕ ĕçсенче Китайра туса кăларнă виçĕ «хурçă ут» тăрăшать. Вĕсемпе ĕçлекенсем ĕç культурине çирĕп пăхăнни пирĕн тĕрĕслев вăхăтĕнче те иккĕмĕш вырăна юлмарĕ. Технологие çирĕп тытса пыни ырă малашлăхпа çыхăнни пирки пĕр иккĕленÿ те çук.
Август 2026 |
