Район прокуратури тĕрĕслев ирттернĕ тăрăх, çакна тупса палăртнă. Муркаш муниципалитет округĕн администрацийĕ 2025 çулта декабрь уйăхĕнче Мăн Сĕнтĕр ялĕнче пурăнакан çынна суту ирттермесĕрех сад-пахча ĕçĕ валли çĕр уйăрса панă.
Çак çын вара малалла çĕрĕн «ведение огородничества» категорине «ведение личного подсобного хозяйства» категори çине куçарнă, ку ĕçрен услам тăвас тесе çĕр лаптăкне сутма интернет уçлăхне лартнă.
Вăйра тăракан законодательствăпа килĕшÿллĕн, çĕр лаптăкĕпе урăх тĕллевпе усă курни, вăл шутра унăн категорине улăштарса сутса яни çĕре саккуна пăсса илнипе танлашать.
Çÿлерех асăннă çын çĕр законодательствине пăснăран район прокуратури суда иск заявленийĕпе тухнă, суту-илÿ килĕшĕвĕ чăн маррине тата çыннăн çĕр харпăрлăхĕн правине пăрахăçлама ыйтнă.
Халĕ иск заявленине пăхса тухас ĕç пырать.
А. КАЮКОВ, район прокурорĕн тивĕçне пурнăçлаканĕ.
Август 2026 |
