Укçа сутуçă патне çитмен

Категория: Общество Опубликовано: 20.04.2026, 09:37 Просмотров: 257

Муркаш округĕнче пурăнакан 44 çулхи çын 2025 çулхи июнь уйăхĕнче харпăр хăй хуçалăхĕнче ĕçлеме трактор туянма шухăшланă. Хăй килĕштернине шыраса тупнă та сутуçăпа тĕл пулма калаçса татăлнă. Туянас текен çын Владимир об­лаçне тухса кайнă, тавара курса хакланă. Трактора килĕштер­нĕскер сутуçăн банк счечĕ çине 615 пин тенкĕ куçарса панă.

Анчах та вăл трактора хăйпе пĕрле илсе килме пултарайман-ха, мĕншĕн тесен укçа сутуçăн банк счечĕ çине куçман, «дроппер» патне кайнă.

Полици сотрудникĕсем çак факт тăрăх РФ УК 159 статьяра палăртнă йĕркене (мошенничество, совершенное лицом с использованием своего служебного положения, а равно в крупном размере) пăснипе уголовлă ĕç пуçарнă.

Вăрланă укçа камăн банк счечĕ çине куçнине следстви вăхăтĕнче тупса палăртнă. Вăл Дзержинскри маларах судпа айăпланнă çын пулнă. Ун патне укçа ултавлă ĕç тунипе куçнă. Анчах та çак укçана каялла тавăрса парас тесе вăл нимĕн те туман. Район прокуратури «дроппертан» укçа шыраса илме тата çыннăн укçипе усă курнăшăн процент укçи шыраса илме район судне иск заявленийĕпе тухнă.

Çак вăхăт тĕлне суд иск заявленине пăхса тухнă, район прокуратурин ыйтăвне тивĕçтернĕ.

Суд йышăнăвĕ саккунлă вăя кĕнĕ хыççăн ăна суд приставĕсен службине тăратĕç, енчен те «дроппер» суд йышăнăвне хăйĕн ирĕкĕпе пурнăçлама килĕшмест пулсан.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6