Чӑваш Республикинчи ача прависен уполномоченнӑйӗ, «Единая Россия» партин «Ҫӗнӗ шкул» проекчӗн регионти координаторӗ Алевтина Федорова муниципалитет координаторӗпе, округ администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗпе, вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗпе Зоя Дипломатовӑпа Йӳҫкасси тата Ҫатракасси шкулӗсене тӗпрен юсас ӗҫ мӗнле пынипе паллашрӗ.
Юсав ӗҫӗсем маларах асӑннӑ парти проекчӗпе килӗшӳллӗн пыраҫҫӗ. Икӗ шкулӑн пӗр подряд организацийӗ – «Ситистрой» общество.
Ҫак шкулсен директорӗсем Юрий Яковлевпа Виталий Прокопьев каланӑ тӑрӑх, ҫакӑн пек ӗҫ хӑвӑртлӑхӗ сыхланса юлсан строительсем лартнӑ тӗллеве срокчен маларах пурнӑҫлӗҫ. Ачасен ашшӗ-амӑшӗ те подрядчик ӗҫӗпе кӑмӑллӑ.
Паянхи кун Йӳҫкасси шкулӗнче демонтаж тата электромонтаж ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Ҫурт тӑррине сӳтме пуҫланӑ. Объекта штукатуркӑпа фасад ӗҫӗсем валли строительство материалӗ илсе килнӗ.
Ҫатракасси шкулӗнче вара демонтаж тата электромонтаж ӗҫӗсене вӗҫленӗ. Пӗрремӗш хутра штукатурка ӗҫӗсене те вӗҫленӗ, виҫҫӗмӗш хутра ӗҫсем пыраҫҫӗ. Объектра ҫивитти ӗҫӗсене тата фасада ӑшӑтассине аван йӗркеленӗ.
Ачасем ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне ҫӗнетнӗ шкулсенче пуҫласса строительсем хӑйсем те шанаҫҫӗ. Контрактсемпе юсав ӗҫӗсене вӗҫлемелли сроксем – октябрӗн пӗрремӗш вунӑкунлӑхӗ.
Алевтина Федорова ашшӗ-амӑшӗпе те калаҫрӗ. Вӑл ашшӗ-амӑшӗпе вӗренӳ организацийӗсем ҫыхӑнса ӗҫлени пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ. Вӗсене юсав ӗҫӗсем мӗнле пынине тӑтӑшах сӑнама чӗнсе каларӗ. Вӗсене шкула илемлетес ӗҫе хастар хутшӑнма, ачасем валли хӑтлӑ вырӑн йӗркелеме сӗнчӗ.
Регион координаторӗ ҫавӑн пекех «Ҫӗнӗ шкул» парти проекчӗпе килӗшӳллӗн тунӑ Кашмаш шкулне те ҫитсе курчӗ. Кунта вӑл ачасем валли пахалӑхлӑ апатлану йӗркелени ҫине пусӑм турӗ. Ашшӗ-амӑшӗпе калаҫнӑ чухне вӑл ку ыйтупа ашшӗ-амӑшӗн тӗрӗслевӗ кирлине палӑртрӗ. Апат пахалӑхне тӗрӗслеме ашшӗ-амӑшӗн мониторингне уйӑхсерен ирттерме сӗнчӗ. Нумай ачаллӑ ҫемьесенчи тата СВО-на хутшӑнакансен ҫемйисенчи ачасене апатлантарассине йӗркеленипе кӑсӑкланчӗ. Ашшӗ-амӑшӗ апат пахалӑхӗпе кӑмӑллӑ пулчӗ.
Унтан Алевтина Федоровӑпа Зоя Дипломатова тӗпрен юсанӑ «Солнышко» ача садне ҫитсе курчӗҫ. Вӗсем агролаборатори ӗҫӗпе паллашрӗҫ.
«Кашни ире ачасемпе лартнӑ калчасене пӑхса тухнинчен пуҫлатпӑр», – каласа параҫҫӗ воспитательсем. Кунта та вӑл шкул ҫулне ҫитмен ачасен менюпе кӑсӑкланчӗ.
Алевтина Федорова курнипе кӑмӑллӑ пулчӗ.
Август 2026 |
