Алла Салаева: Çынсемпе тÿрĕ калаçу тата тĕллевлĕ ĕç

Категория: Общество Опубликовано: 20.04.2026, 09:34 Просмотров: 306

Чăваш Енти муниципалитет округĕсенче РФ Пат­шалăх Думин депутачĕпе Алла Салаевăпа тĕл пулу­сем иртеççĕ, «Единая Россия» политика партийĕн Халăх программин ĕç пĕтĕмлетĕвне тишкереççĕ, çынсенчен çĕнĕ сĕнÿсем кĕтеççĕ.

«Эпир «Единая Россия» партие шанатпăр», – çавăн пек калаççĕ муниципалитет округĕсенчи çынсем Патшалăх Думин депутачĕпе Алла Салаевăпа ирттерекен тĕл пулусенче. Унта партин Халăх программине пĕтĕмлетнĕ, çĕнĕ сĕнÿсене тишкернĕ.

УÇĂ КАЛАÇУ

Тĕл пулусем Пăрачкав, Йĕпреç, Хĕрлĕ Чутай, Элĕк тата Етĕрне округĕсенче пулса иртнĕ. Ĕç мелĕ ансат: сăмах – пуçлăхсене, депутат отчечĕ, ун хыççăн – çынсен ыйтăвĕсем. Ку тĕл пулусем ячĕшĕн кăна иртеççĕ тесе калаймăн. Кунти лару-тăру чĕрĕ тата ăшă. Элĕк çынни каланă пек, «килти евĕрлĕрех». Çакă вара ăнсăртран кăна мар. «Единая Россия» парти çапла пĕлтерет: парти çынсемшĕн уçă, унăн Халăх программи çынсе н сĕнĕвĕсем çинче никĕсленнĕ.

Чылай чухне çакăн пек лару-тăру депутатран хăйĕнчен нумай килет. Уçă калаçу залпа тÿрех ĕçлĕ калаçу тума май парать.

Ыйту тата сĕнÿ парассинче çынсем активлă. Вĕсенчен чылайăшĕнпе ĕç пуçлаççĕ, Халăх программине кĕртеççĕ. Хăш-пĕр ыйту тĕлĕшпе вара сахал мар укçа-тенкĕ кирлĕ, вĕсене палăртса хураççĕ те каярахри вăхăта куçараççĕ. Çĕршыв паян СВО условийĕнче пурăнать, çавăнпа та хăш енĕпе ĕçлемелли паллă.

– Пирĕн партишĕн популизм вырăнлă мар, – палăртать Салаева. – Проблемăсем пирки эпир тĕрĕс калаçатпăр, лару-тăрăва çынсене ăнлантаратпăр, çынсене итлетпĕр. Пире илтни тата ăнланни – пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Унтан та ытларах – ыйтусене татса пама сĕнеççĕ.

САККУНĂН КАШНИ ЙĔРКИ ХЫÇĔНЧЕ – ÇЫН

Тĕл пулусенче саккунсем йышăнса ĕç пирки уйрăммăн калаçаççĕ. Патшалăх Думин саккăрмĕш созывĕ ĕçленĕ вăхăтра 2600 яхăн саккун йышăннă, ытларахăшĕ – «Единая Россия» парти хутшăннипе. Алла Леонидовна 41 саккун хатĕрленĕ çĕре хутшăннă.

Тĕп тема – ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемье членĕсене пулăшасси. 2022 çултанпа асăннă категори тĕлĕшпе 159 саккун йышăннă.

Тĕп йышăнусем хушшинче:

– СВО-на хутшăнакан пур çынна та çар ĕçĕсен ветеранĕн статусне парасси, вăл шутра – хăй ирĕкĕпе кайнисене те;

– мобилизациленисене кредит каникулĕ парасси;

– салтак вилнĕ е йывăр аманса инвалида тухнă пулсан кредита пăрахăçласси;

– Çакă малашне те пирĕн приоритет пулĕ, – палăртать депутат.

СОЦИАЛЛĂ ПУЛĂШУ – УЙРĂМ ТИМЛĔХРЕ

Социаллă сферăри улшăнусем питĕ кăсăклантараççĕ. Алла Салаева Туризм комитетĕнче ĕçлет, регионта «Единая Россия» партин «Крепкая семья» проектне ертсе пырать.

Йышăнусем хушшинче:

– амăш капиталне 2030 çулччен тăсни;

– нумай ачаллă çемьесене пулăшасси;

– 6 процентлă çемье ипотеки;

– декретри студентсене тÿлевпе тивĕçтересси;

– виççĕмĕш ача çуралсан ипотека кредитне тÿлесе татма 450 пин тенкĕ парасси.

Çак пулăшу мелĕсем – Халăх программин пĕр пайĕ, унта тăтăшах çĕнĕлĕхсем кĕрсе пыраççĕ.

ХИРĔÇЛЕ ÇЫХĂНУ – ПĔР ЧĂРМАВСĂР

Çынсен ыйтăвĕсемпе ĕçлесси – тепĕр ен. Пилĕк çулта 200 яхăн йышăну ирттернĕ, 1800 çынна йышăннă, 9 пине яхăн ыйту пăхса тухнă.

Халĕ çынсем Шупашкара кайса ан çÿреччĕр тесе депутат команди муниципалитетсене тухса çÿрет.

Çынсен чылай пуçарăвне пурнăçланă ĕнтĕ. Элĕк округĕнче çынсем ыйтнипе автоклуб туяннă.

– Ăна туяннăранпа культура пурнăçĕ самай чĕрĕлчĕ, – çапла калать округра пурăнакан Любовь Константинова. – Халĕ концертсем чи аякра вырнаçнă ялсенче те иртеççĕ.

ÇЫНСЕМ ПУЛАСЛĂХ ПИРКИ ШУХĂШЛАÇÇĔ

Тĕл пулусен пĕтĕмлетĕвĕ – çынсем аякра юлмаççĕ.

– Эпĕ çынсем хăйсемшĕн кăна тăрăшнине курмастăп, – палăртать депутат. – Кашни ыйту хыçĕнче – харпăр хăй округне лайăхрах тăвас тени.

Сиява ялĕнче пурăнакан Людмила Тихонова пĕр ансат тĕслĕх илсе пачĕ:

– Пирĕн патра клуб, спорт площадки, ФАП туса лартрĕç, парка хăтлăх кĕртрĕç. Ял улшăнчĕ. Тавах пулăшушăн.

Халăх программине тишкерессин пĕрремĕш тапхăрĕ вĕçленет. Умра – çĕнĕ тĕл пулусем тата 2.0 программа валли сĕнÿсем йышăнасси. Ĕç малалла пырать.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6