Ыйтусене пĕрле татса памалла

Категория: Общество Опубликовано: 20.04.2026, 09:29 Просмотров: 292

 Ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче Муркаш муниципалитет округĕнче черетлĕ информа­ци кунĕ иртрĕ. Ку хутĕнче пирĕн тăрăха республикăри физкультурăпа спорт министрĕ Василий Петровпа Чăваш Республикин Пуçлăхĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай консультанчĕ Сергей Петровский килчĕç.

Округ пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Александр Иванов ертсе пынипе малтанах ялсенчен хăйсен ыйтăвĕсемпе пынă çынсене йышăнчĕç. Ыйтусем вара муниципалитет округĕнче пурăнакансенчен ытларахăшне тÿрремĕнех пырса тивеççĕ. Тĕслĕхрен, тĕл пулăва пынă пĕр ушкăна округ центрĕнчи Гагарин тата Советская урамсенче утма тротуар çукки пăшăрхантарать. Тĕл пулура ытти ыйтусене те хускатрĕç.

Округ администрацийĕнчи тĕл пулусем хыççăн ĕç ушкăнĕ Ярапайкассинчи вăтам шкула çитрĕ. Асăннă шкул тĕпрен юсанă хыççăн çĕнелсе улшăннă. Хăнасем вĕренÿ кабинечĕсенче, спортзалта пулса вĕренÿпе, ĕç условийĕсемпе паллашрĕç. Ачасем вĕсене хăйсен тĕллевĕсем пирки каласа пачĕç. Çакна валли шкулта условисем çителĕкли пирки тата умри тĕллевсем çинчен шкул директорĕ Александра Скворцова каларĕ.

Округ пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Александр Иванов ку шкулти условисемпе ачасем те, ял çыннисем те ГТО нормативĕсене тивĕçлĕ пурнăçлама пултарни пирки пĕлтерчĕ.

Çамрăксене, ятарлă çар операцийĕн ветеранĕсене, аслă ăру çыннисене ĕçпе тивĕçтерес-си çинче Ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Ираида Дмитриева тĕплĕ чарăнса тăчĕ.

Районти пушар хăрушсăрлăх надзорĕн аслă инспекторĕ Иван Иванов çу кунĕсем çывхарнă май уçă çулăмпа усă курнă чухне питех те асăрхануллă пулмалли пирки каларĕ. Муркашри «Газпром газораспределение Чебоксары» АО филиал директорĕ Сергей Попов газпа усă курнă чухнехи асăрханулăхпа паллаштарчĕ.

Тĕл пулура хăйсен отраслĕсен ĕçĕсемпе тĕллевĕсем пирки культура тата архив ĕçĕсен пайĕн ертÿçи Любовь Рыжкова, ЧР Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Шаг в мирную жизнь» проекчĕпе çак вăхăтчен пурнăçланă ĕçсемпе районти ЦСОН директорĕ Ольга Иванова, халăх сывлăхне сыхлассипе Ярапайкасси врач амбулаторийĕн тухтăрĕ Инна Силова уçăмлă ăнлантарса пачĕç.

Округ пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Александр Иванов тĕл пулăва пĕтĕмлетнĕ май ĕçсене пурнăçланă вăхăтра пурин те пĕр тĕллевлĕ ĕçлемелли пирки каларĕ.

Анатолий БЕЛОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6