Ял пуласлӑхӗ – ҫамрӑксенче

Категория: Общество Опубликовано: 20.04.2026, 09:06 Просмотров: 281

Чӑваш патшалӑх аграри универси­тетӗнче ял ҫамрӑкӗсен анлӑ форумӗ иртрӗ. Унта «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Халӑх программи валли сӗнӳсем хатӗрлерӗҫ.

Форума Муркаш округӗн делегацийӗ те хутшӑнчӗ. Унта хутшӑнакансем тематика ҫавра сӗтелӗсем тавра ял аталанӑвӗн ҫивӗч ыйтӑвӗсене сӳтсе яврӗҫ: «Сывӑ ял», «Ялти бизнес», «Ялти кадрсем», «Ялта хӑтлӑ», «Ял спорчӗ» тата «Чӗр чунсен тӗнчине хӳтӗлесси».

Ҫамрӑксене ял тӑрӑхӗнчи пурнӑҫпа тата ӗҫпе кӑсӑклантарма пултаракан енсене уйрӑмах тимлӗх уйӑрчӗҫ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев чӑваш ялӗ паян аталану майӗсен территорийӗ пулнине палӑртрӗ. Кунта регионти пӗтӗмӗшле продуктӑн 14 процентне ытла туса кӑлараҫҫӗ. Республика Атӑл ҫи округӗнче хӑмла, ҫӗр улми тата пахча ҫимӗҫ туса илессипе малта пырать.

Паллах, кунта Муркаш округӗнчи ялти ҫамрӑк ӗҫченсен тӳпи те пур.

«Юлашки ҫулсенче республикӑра çамрӑксем ялта юлччӑр тесе нумай ӗҫ тунӑ. Пирӗн округра 19 ҫамрӑк хӑйсен пурнӑҫне ял хуҫалӑхӗпе ҫыхӑнтарнӑ: вӗсен хӑйсен фермер хуҫалӑхӗ, тепри уйрӑм предприниматель пек ӗҫлет. Вӗсенчен 11 ҫын патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курнӑ ӗнтӗ. Ял ҫыннисен пурнӑҫ пахалӑхне ӳстерес енӗпе регионта тунине шута илсе, округра пурӑнма, ӗҫлеме юлакан ҫамрӑк ҫынсен шучӗ ӳсессе шанатӑп», – терӗ форума хутшӑннӑ округ администрацийӗн ял хуҫалӑхӗпе экологи пайӗн тӗп специалист эксперчӗ Вера Онькова.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6