«Оринино» хуҫалӑхра отчет пухӑвӗ иртнӗ. Унта пӗлтӗрхи ӗҫе пӗтӗмлетсе малашнехи тӗллевсене палӑртнӑ.
Ял хуҫалӑх предприятийӗн ертӳҫи Алексей Прокопьев хуҫалӑх ӗҫченӗсем производст-вӑна самай ӳстерме пултарнине палӑртнӑ: аш-какай – 27,5 процент, сӗт – 13,5 процент.
Ҫав хушӑрах пӗр ӗне пуҫне сӗт сӑвасси вӑтамран 13,5 процент ӳссе 6561 кг танлашнӑ.
Пухура ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене хатӗрленесси ҫине уйрӑмах тимлӗх уйӑрнӑ. Алексей Прокопьев ҫурхи акана пысӑк яваплӑхпа тата кӗске вӑхӑтрах ирттерессе шаннине пӗлтернӗ. Вӑл хуҫалӑхра ӗҫлекенсене пурне те пӗрлехи ӗҫе тӳпе хывнӑшӑн тав тунӑ.
Август 2026 |
