Аслă Çĕнтерÿ уявне майăн 9-мĕшĕнче Муркашра, Мăн Сĕнтĕрте паллă тăваççĕ.
Ĕнер округ администрацийĕнче Аслă Çĕнтерÿ 81 çул тултарнине уявлассипе йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна округ пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Александр Иванов ертсе пычĕ.
Ларура уява хатĕрленессине, уяв программине тĕплĕн сÿтсе яврĕç. Çавăн пекех хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене, палăксене юсаса тирпей-илем кĕртессине пăхса тухрĕç.
Аслă Çĕнтерÿ 81 çул тултарнине чыслăн уявлассипе хатĕрленÿ ĕçĕсем пуçланнă ĕнтĕ.
Август 2026 |
