Муркаш шкулӗнче «Ҫулталӑк учителӗ – 2026», «Ҫулталӑк воспитателӗ – 2026», 2026 ҫулхи чи лайӑх класс ертӳҫи «Чи класлӑ классный», «Эпир вара санпа педагогсем – мӗн кӑна пӗлместпӗр», «Ҫулталӑк вожатӑйӗ – 2026» муниципаллӑ конкурссене чаплӑн пӗтӗмлетнӗ.
«Ҫулталӑк учителӗ – 2026» муниципаллӑ конкурса пурӗ ултӑ педагог хутшӑннӑ. Мӑн Сӗнтӗр шкулӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенне Надежда Варюхинӑна ҫӗнтерӳҫӗ тесе йышӑннӑ.
«Ҫулталӑк воспитателӗ – 2026» конкурса хутшӑннӑ пилӗк ҫынран «Солнышко» ача сачӗн воспитателӗ Ольга Петрова ҫӗнтернӗ.
Вунӑ класс ертӳҫинчен «Чи класлӑ классный» конкурсра Муркаш шкулӗн 3 «б» класӗн класс ертӳҫи Елена Налимова мала тухнӑ.
Сакӑр педагогран хушма пӗлӳ паракан педагогсен «Эпир вара санпа педагогсем – мӗн кӑна пӗлместпӗр» професси конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи – Ҫамрӑк техниксен станцийӗн хушма пӗлӳ паракан педагогӗ, Юнкӑ шкулӗ ҫумӗнчи «Авиамоделирование» пӗрлешӳ ертӳҫи Ирина Киршева пулса тӑнӑ.
«Ҫулталӑк вожатӑйӗ» професси конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи – Сыпай шкулӗн аслӑ вожатӑйӗ Надежда Яковлева.
Конкурса хутшӑнакансене пурне те тивӗҫлӗ дипломсем, парнесем, чечексем парса чысланӑ.
Август 2026 |
