Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев апрель уйӑхӗн 22-мӗшӗнче «тӳрӗ лини» ирттерӗ.
Тӳрӗ эфирта вӑл ҫынсен ыйтӑвӗсене хуравлӗ, ҫавӑн пекех регион аталанӑвӗ тата ҫывӑхри плансем пирки каласа парӗ.
Ыйтусене «Госуслуги» портал урлӑ е «ВКонтакте» соцсетьре – Олег Николаевӑн официаллӑ страницинчи анонс комментарийӗсенче тата «Чувашская Республика» пӗрлӗхре йышӑнаҫҫӗ. «Тӳрӗ лини» кунӗнче те трансляцисенчи чатра тата ҫак телефонпа йышӑнаҫҫӗ: 8 (8352) 565-100.
Трансляцие Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗн, ЮТВ телеканалӑн тата Наци радиовӗн эфирӗнче, ҫавӑн пекех «ВКонтакте» соцсетьри Олег Николаев страницинче тата «Чӑваш Республики» пӗрлӗхре пӑхма май пулӗ.
Текст трансляцине вырӑсла «Чувашинформ» информаци агентстви йӗркелет, чӑвашла — «Хыпар» хаҫат.
«Тӳрӗ лини» 11 сехетре пуҫланать.
Август 2026 |
