Ака уйăхĕн 12-мĕшĕ – Мăнкун

Категория: Общество Опубликовано: 10.04.2026, 10:50 Просмотров: 468

Мăнкун – Иисус Христос тĕнне ĕненекенсем вăл чĕрĕлсе тăнине анлăн уявлани. Ăна христиансем Иисус Христос хăйне пăталанă хыççăн виççĕмĕш кунне чĕрĕлсе тăнине чысласа паллă тăваççĕ. Çĕнĕ Кĕнекере çырса кăтартнă çак пулăма Христос тĕнне ĕненекенсем çулсерен Аслă типĕ хыççăн уявлаççĕ.

Мăнкунăн тĕп пĕлтерĕшĕ пурнăç – вилĕме, ырă – усала, çутă тĕттĕме çĕнтерни пулса тăрать. Турра ĕненекенсемшĕн вăл шанăçпа ĕненÿ, çăлăнăçпа çĕнелÿ юнашар пулнине, Турра ĕненекен чунпа çĕнелсе çуралнине палăртать.

Мăнкун кĕреки . Халăх Мăнкуна уявласси авалтанпах куличпа, çăмартапа тата ытти апат-çимĕçпе пуян шутланнă. Вĕсене Мăнкуна кĕтсе иличчен маларах хатĕрлесе хураççĕ. Анчах уяв сĕтелĕн йăли-йĕрки кашни килтех хăйне евĕрлĕхпе палăрса тăрать.

Кулич . Кулич вăл – Христос чĕрĕлнине аса илтерекен çăкăр. Вăл сăрланă çăмартасемпе пĕрлех – Мăнкунăн уйрăлми пайĕ. Христиансен пурнăçĕнче вăл сăрланă çăмартасемпе пĕр шайрах сĕтел çинче пулать. Христианство йăлинче вăл артосăн (Мăнкун эрнинче кваспа пĕçернĕ, чиркÿре çветит тунă çăкăр) сăнарĕ шутланать. Артоса чиркÿ пекарнинче пĕçереççĕ те Турра ĕненекенсене валеçсе параççĕ, кулича – килте.

Çăмарта хĕретни . Çăмарта пурнăçа тата чĕрĕлÿ тапхăрне сăнарлать. Мăнкунта çăмарта хĕретесси – авалтан пыракан йăла-йĕрке. Кун пирки 10-мĕш ĕмĕрти çырусенче те асăнни пур. Авалтан пыракан йĕркепе Мăнкунра сĕтел çине кăларакан пĕрремĕш çимĕç çăмарта шутланать. Малтанхи вăхăтра ăна Христос юнне сăнарласа хĕрлĕпе сăрланă. Пурăна киле ăна ытти тĕссемпе те сăрлама пуçланă.

Уявпа саламласси . Христос тĕнне ĕненекенсем çак кун пĕр-пĕрне «Христос чĕрĕлнĕ!» тесе савăнса саламланă. Ăна илтекенĕн «Чăн чĕрĕлнĕ» тесе хуравламалла пулнă. Çак сăмахсем Христос чĕрĕлнине пĕлсен апостолсем савăннине çирĕплетеççĕ. Йăла-йĕркепе малтан кĕçĕнни саламлать. Асли ăна хурав парать.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6